Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Чăваш Республикин Конституцийĕ  »  Чӑваш Республикин Конституцине кӗртнӗ улшӑнусем (2014ҫ, 34№)
Чӑваш Республикин Конституцине кӗртнӗ улшӑнусем (2014ҫ, 34№)

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН

САККУНӖ

 

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН

КОНСТИТУЦИЙӖН 7 СЫПӐКНЕ

УЛШӐНУСЕМ КӖРТЕССИ ҪИНЧЕН

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ

2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче

йышӑннӑ

 

1 статья

Чӑваш Республикин Конституцине (Чӑваш Республикин Патшалӑх

Канашӗн ведомоҫӗсем, 2000, 38 №; 2003, 53 №; 2004, 60 №; 2005, 63 №;

2006, 71 №; 2010, 85 №; 2011, 91 №; 2012, 95 №; "Республика" хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 7 сыпӑкӑн ятне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"7 сыпӑк.        ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ СУД ВЛАҪӖ ТАТА ПРОКУРАТУРА";

2) 95 статьян 2-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"2. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Рес-публикин Прокурорне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Раҫҫей Федерацийӗн

Генеральнӑй прокурорӗн сӗнӗвӗпе (ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗпе килӗштереҫҫӗ) должноҫа уйӑрса лартать.".

 

 

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ     М. Игнатьев

 

Шупашкар хули

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика