Публикации » Уйăх календарĕ

17 июня 2017 г.

Çĕртме уйăхĕн 16 - 17-мĕшĕсем. Ку вăхăтра садра йывăç-тĕм ан касăр, пахча çимĕç хунавĕсене ан кĕскетĕр. Пахчара нимĕн те акма-лартма тата куçарса лартма сĕнÿ çук. Хуçалăх ĕçĕсем пурнăçлăр, тĕрлĕ имçам пулăшнипе ÿсен-тăран чир-чĕрĕпе ытларах кĕрешĕр.

Çĕртме уйăхĕн 18 - 20-мĕшĕсем. Ăшăна юратакан культурăсене ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхĕр. Сад-пахчари ÿсен-тăрана шăварăр, апатлантарăр. Çĕр улми речĕсене купалăр. Тăварлама меллĕ вăхăт пулнине шута илĕр. Килте усă курма эмел курăкĕ пухма юрать.

Çĕртме уйăхĕн 21 - 22-мĕшĕсем. Хĕлле валли редис, çарăк, дайкон акма юрать. Йăрансене шăварни тата ÿсен-тăрана апатлантарни меллĕ. Ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен тата чир-чĕртен им-çампа пĕрĕхни вырăнлă. Ириссене, нарциссене пайласа лартмалла.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕ. Йăрансене çумран тасатăр. Помидорсемпе пăрăçсене пăхса тухăр. Хăярсемпе кабачоксен тата помидорсен сарăхнă çулçисене иртĕр.

Çĕртме уйăхĕн 24 - 25-мĕшĕсем. Пахчари йăрансене удобрени хывма юрамасть. Ку вăхăт уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн сад-пахчара ÿсен-тăранпа ĕçлеме юрăхсăр. Анчах пахча çимĕçе ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхни ытлашши пулмасть.

Çĕртме уйăхĕн 24 - 26-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн халĕ тепĕр хут укроп, салат, кервель акма юрать. Пахча çимĕçе шăвармалла тата апатлантармалла, ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхмелле. Çĕр улми речĕсене купаламалла.

Çĕртме уйăхĕн 26 - 28-мĕшĕсем. Улма-çырла йывăççисемпе çырла тĕммисене пачах тĕкĕнме юрамасть. Пахча çимĕçе шăварни, апатлантарни, ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхни вырăнлă пулнине ан манăр. Вĕсене халĕ апатлантарни тухăç çине пысăк витĕм кÿрет. Çĕр улми речĕсене купалассипе малалла ĕçлемелле. Йăрансене çумран иртмелле. Сăтăрçăсемпе кĕрешмелле.

Çĕртме уйăхĕн 29 - 30-мĕшĕсем. Йăрансене кăпкалатăр, компост хатĕрлĕр. Укроппа салата тепĕр хут акма юранине асра тытăр. Нумай çул ÿсекен сухан лартăр. Çимĕççи пулсан панулми йывăççисен тураттисене тĕкĕсемпе тĕкĕлĕр. Садри сăтăрçăсемпе тата чир-чĕрпе кĕрешĕр.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика