Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акнипе кăна тухăç пулмасть

17 июня 2017 г.

Вырăнсенчен район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайне тăратнă оперативлă кăтартусем çĕр ĕçченĕ кĕрхи тата çурхи акнă-лартнă культурăсене пăхса çитĕнтерес ĕçе туллин кÿлĕнни пирки калаççĕ. Çур аки ирттернипе пĕрлех çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 4000 гектара яхăн кĕрхи культурăсене апатлантарса хăварнă. Ку ĕçсене "Ударник" (850 гектар), Суворов яч. хис. (700 гектар), Чкалов яч. хис. (510 гектар), "Свобода" (450 гектар) кооперативсемпе В. Бархаткин хресчен (фермер) хуçалăхĕ (520 гектар) уйрăмах пысăк лаптăксем çинче пурнăçларĕç. Нумайăшĕ çак ĕç вăхăтĕнче калчасене чир-чĕртен сыхлассипе те ĕçсем ирттерчĕç: Е. Андреев яч. хис., "Герой", "Свобода", "Ударник", Чкалов яч. хис., "Восток" пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе             А. Трепнев тата В. Бархаткинпа И. Скворцов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсем.

Акса хăварнипех ампара тырă-пулă кĕмест. Çапла вара паян малашлăхпа пурăнакансем шуратнă уйсенчи çум курăкĕпе гербицид сапса кĕрешме пуçларĕç. Ку енĕпе хальлĕхе "Герой", "Свобода", "Оринино", "Ударник", "Восток", Ильич яч. хис., "Путь Ильича", Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем, "Агро" КМК, "Гея" общество, А. Пихтеровпа В. Бархаткин тата С. Сретинский хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тăрăшса ĕçленине палăртатăп. Кĕске вăхăтра вĕсем çуртри лаптăкĕсене 3 пин гектар ытла гербицид сапма пултарчĕç.

Çум курăкĕпе кĕрешес ĕçсем çывăх вăхăтрах çĕр улми тата пахча çимĕç пуссисене те куçĕç. Янкăр тÿпери хĕвел самай çÿле хăпарчĕ ĕнтĕ. Умра - ăшă çу кунĕсем...

Р. АЛЕКСАНДРОВА,

ЧР "Россельхозцентр" филиалăн районти пайĕн

тĕп агрономĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика