Публикации » Çĕршыв Президенчĕпе - куçа-куçăн

17 июня 2017 г.

Июнĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин йăлана кĕнĕ тÿрĕ лини ирттерчĕ. Кăçал вăл 15-мĕш пулчĕ. 3 сехет те 56 минута тăсăлнă тÿрĕ лини вăхăтĕнче президент Раççей çыннисен 68 ыйтăвĕ çине хуравларĕ.

Яланхи пекех, социаллă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Владимир Путин кун пек 22 ыйту çине хурав пачĕ. Вăл шутран 7 ыйтăвĕ - пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннисем. Экономикăпа çыхăннă ыйтусене çĕклекенсем 17 пулчĕç, шалти тата тулашри политикăпа çыхăннисем - 9 тата 7 ыйту, спортпа тата культурăпа çыхăннисем 4 ыйту пулчĕ. Çĕршыв Президенчĕ хăйне пырса тивекен 9 ыйтăва хуравларĕ. Президент хăй 3 ыйту пачĕ. Тÿрĕ лини вăхăтĕнче Раççей регионĕсемпе тÿрĕ çыхăну 12 йĕркелерĕç.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика