Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ кану чăрмав мар

17 июня 2017 г.

Сăн ÿкерчĕкре Ильинка ял тăрăхĕнчи Шашкар ялĕнче пурăнакан Тамара Мерловăна куратăр. Вăл, тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, мăшăрĕпе Владимир Васильевичпа хушма хуçалăха тулли вăй-хăватпа аталантарса пырать.  Вĕсем - хисеплĕ те тăрăшуллă çынсем.

Тамара Петровнăн çут çанталăка юратасси мĕн ачаран никĕсленнĕ, ахальтен мар ĕнтĕ вăл ачалăхпа çамрăклăх çулĕсенче вăрман çывăхĕнче пурăннă. Çавăн пекех ĕçе юратасси те малта. Çак  пахалăхсем  унăн хушма хуçалăхне çитсе курсан аванах палăраççĕ. Пахчара, картишĕнче мĕн кăна ÿсмест, ĕрчемест пулĕ тата тирпейлĕх хуçаланать. 

Аякрах вырнаçман Çеçмер ялĕнчи çынсем питĕ ĕçчен те тирпейлĕ çав. Çак пахалăхсене вăл çемьеленсен те хăй çуралса ÿснĕ ялне  уйăрса хăварман. Ахальтен мар ĕнтĕ мăшăрĕ ăна, вăр-вар та тăрăшуллăскерне, куç хывса Ильинка тăрăхне илсе килнĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин валлиех çут тĕнчене килнĕ тейĕн.  

Çемье пуçĕ чылай çул хушши колхозра тăрăшнă. Автотранспорт рульне вăтăр çул ытла тытнă. Тамара Петровна вара Мăн Сĕнтĕр райповĕнче 1985 -  2014 çулсенче хатĕрлевçĕре тăрăшнă. Ĕç ĕмĕрĕнче мĕн тĕрлĕ кăна чыслава тивĕçмен пулĕ хастар хĕрарăм. Вăл шутра район, республика шайĕнчисем, Центросоюзăн Хисеп грамоти те пур унăн. Владимир Васильевичăн та Хисеп хучĕн  пуххи хулăн. Çавăн пекех вĕсемшĕн обществăлла ĕç те ют мар.  

Тивĕçлĕ канăва тухнă Мерловсем  картиш тулли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Сумалли ĕне йышĕ кăна улттă таран, унсăр пуçне ытти выльăхпа та чылай тăрăшаççĕ. Мерловсем Мăн Сĕнтĕр райповĕн лавккине чылай сĕт панипе "Сĕт нумай паракан хуçалăх" номинацире палăрнă.  

- Йышлă выльăха пĕччен пăхма пулмасть. Мăшăрпа иккĕн тăрăшатпăр. Май пур чухне ачасем пулăшаççĕ. Çĕрĕ те ĕçлемелĕх пур. Сĕт юр-варне те вăхăтра тирпейлемелле. Тăтăшах тăпăрчă хатĕрлетĕп, сыр та пĕçеретĕп, Шупашкар пасарне çÿретпĕр, - кăмăллăн калаçать Тамара Петровна. 

Пултаруллă çын кирек епле ĕçре те ăсталăхпа палăрать. Тамара Петровнăпа Владимир Васильевич юрри-кĕввипе те чылайччен киленме пулать. Вĕсем ылтăн туй та паллă турĕç. Ял-йыш вĕсене сума суса йышлăн пухăнчĕ.  Ĕçчен çемьене ял-йыш хисеплет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ халăхра. Ачисене те ашшĕ-амăшĕн пахалăхĕ куçнă. Аслă ывăлĕ Александр та питĕ ĕçчен çын. Вăлах  фермер та, депутат та. Марина мăшăрĕ те пĕртте кая мар. Тăрăшуллă мăшăр йышлă выльăх ĕрчетет, çирĕп хуçалăх тытса пырать. Епле ĕлкĕреççĕ-ши пур ĕçе вăхăтра тума;

Шел пулин те, иккĕмĕш ывăлăн, Сергейăн, кун-çулĕ ытла та кĕске килнĕ çав. Каччă пĕтĕмпе те çирĕм çул кăна пурăннă-çке, кун-çулĕ ытла та  хăвăрт татăлнă. Вăл вара çутă малашлăх пирки ĕмĕтленетчĕ, питĕ хаваслă та тăрăшуллă яшчĕ. Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ, врач пулма ĕмĕтленетчĕ. Анчах та ответлăха ялан çирĕп туякан каччă арçын тивĕçне пурнăçлас çула суйласа илчĕ, çар ретне тăчĕ.

Хуйхă тени хыçрах тăнă пулас... Ăна ăсатнă кун  нихăçан та асран тухас çук. Хĕвелĕ çутататчĕ, яш сăн-пичĕ çинче те кулă вылять тейĕн. Халăх тинĕс евĕр пăлханать, хумханать, анчах... Вăл вара паян-ыран тăван киле хăй урипе утса кĕмеллескерччĕ.

Виççĕмĕш ачи, Светлана, учитель ĕçне суйласа илнĕ. Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентет. Ачасем тата коллектив хисеплет ăна. Учитель пулмах çуралнă, теççĕ ун пирки.

Тамара Петровнăпа Владимир Васильевичăн ултă мăнук ÿсет. Хисеплĕ мăшăр кĕçĕн ăру ĕçе хисеплесе ÿсессе шанать. Вĕсем - Мерловсен йăхне тăсакансем.  

Çакăн пек тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ Шашкар ялĕнче. Çамрăк ăрăвăн çакăн пек мăшăртан тĕслĕх илме тăрăшмалла. 

Р. Илларионова,

Т. Перлова.  

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика