Публикации » Ăста пахчаçă

17 июня 2017 г.

Çĕре мĕн акан, çавна илетĕн,  теççĕ халăхра. Çĕр ĕçченĕшĕн халĕ хĕрÿ вăхăт пырать. Еплерех вăрлăх, калча лартатпăр, çавăн пек çимĕç кĕркунне пухса илетпĕр. Çуркунне садра тĕрлĕ улма-çырла тĕмми лартма вăхăт пулсан, çулла-кĕркунне тутлă çимĕç çисе савăнма пулать.

  Пăсăрман ялĕнче пурăнакан Юрий Ильич Вязов чылай çул ĕнтĕ пан улмипе грушăн тĕрлĕ сорчĕн хунавĕсене çитĕнтерет, сутлăх та хатĕрлет.  Вăрнарти професси училищинче пĕлÿ илнĕ çамрăк пурнăçне сад ĕрчетессипе çыхăнтарнă. Юрий Ильич мăшăрĕпе Ирина Васильевнăпа пахчара тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, тĕрлĕ выльăх усраççĕ. Пыл хурчĕсем тытаççĕ. Пыл хурчĕ хуçине пăхса пыл пухать теççĕ. Чăнласах, утарçăн пыл хурчĕ пекех ĕçчен пулмалла.

  Вязовсен çемйине питĕ ĕçчен çемье теме пулать. Тăрăшуллă çемьере икĕ йĕкĕт çитĕнет, вĕсем те ашшĕ-амăшне кулленхи ĕçре пулăшаççĕ. Юрий Ильичран илнĕ грушăсем пылак çимĕçпе ачасене кăна мар, аслисене те савăнтараççĕ. Уншăн пахчаçăна пысăк тав сăмахĕ калатпăр, ĕçре ăнăçу, вăй-хăват сунатпăр.

Е. Захарова,

Оринин ял библиотекарĕ.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика