Публикации » Уяв чыславпа та илемлĕ

17 июня 2017 г.

Акатуй уявĕнче ĕçре уйрăмах палăрнисене чысларĕç. Тĕрлĕ отрасль ĕçченĕсем уяв сцени çине тухса Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Вĕсен тăрăшулăхне пысăка хурса хаклани малашне татах та тухăçлăрах тимлеме хавхалантарĕ. Чыслава тивĕçнисем - хуçалăх, предприятипе организаци,  район аталанăвне пысăк тÿпе хывакансем, обществăлла ĕçре пуçарулăхпа палăракансем.

Вĕренÿ сферинче

Шкул ачашăн иккĕмĕш кил шутланать, вĕрентекен вара иккĕмĕш ашшĕ-амăшĕ пулса тăрать. Чылай учитель ачана яланах пулăшма тата ăнланма тăрăшнăран, вĕренекен педагогпа чуна уçса калаçма та именмест.

Сăн ÿкерчĕкри Людмила Толстова  - хастар учитель, обществăлла ĕçчен. Вăл Мăн Хураçка шкулĕнчи пуçламăш класри ачасене вĕрентет. Людмила Виссарионовна шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ачасемпе кăна мар, ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Çавăнпа та ăна коллектив тата ыттисем хисеплеççĕ.

Учитель пулмах çуралнă вăл, теççĕ ун пирки.  Питех те тĕрĕс сăмахсем, ачасене тĕп предметсене  вĕрентнисĕр пуçне пурнăç çулĕ çине тухма та  хатĕрлет. Чылай ача вара ÿссен ун пек пулма ĕмĕтленет.

 Вăл тĕп ĕçре кăна мар, обществăлла ĕçре те тăрăшуллă. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. Людмила  Толстовăна Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика  партийĕн регионти уйрăмĕн Тав çырăвне парса чысларĕç.  

Амăшĕн савăнăçне юридици енĕпе аслă пĕлÿ илекен хĕрĕ те пĕрле пайларĕ, амăшĕпе чăннипех те хăпартланнине пĕлтерчĕ.

Ал ĕç маçтăрĕ

Сăн ÿкерчĕкре Хорнуй ял тăрăхĕнчи Мăн Шаптакра пурăнакан Иван Афанасьева куратăр. Вăл - ал ĕç ăсти.

Акатуй уявне хăй хатĕрленĕ эрешсене кăларчĕ. Унăн ĕçĕсем питĕ  илемлĕ пулнăран тата хакĕ те пысăк мартан  Иван Петрович  патĕнчен çын татăлмарĕ.

- Йывăçран эрешлесе касса кăларассипе вунă çул ытла тăрăшатăп. Турăш ыйтакан питĕ йышлă, ăна миçе сутни шучĕ те çук. Хуçалăхра кирлĕ ытти япалана та хатĕрлетĕп, - паллаштарать ăсталăхĕпе вăл.

И. Афанасьев каланă тăрăх, чи малтанах вăл ывăс ăсталаса пăхнă, ĕç питех те илемлĕн тухнăран ытти япала çине те куçнă. Халĕ вăл килте ăсталанă эрешсемпе тĕрлĕ мероприятие хутшăнать, чылай чухне мĕн илсе кайнине йăлтах сутса пĕтерет. Ку тĕлĕшри ăсталăха пысăка хурса хакланă,  Тав çырăвĕ те йышлă иккен унăн.

- Сутассишĕн кăна аппаланса лармастăп эпĕ, чун киленĕвĕ ку ĕç маншăн. Ĕçе юратса пурнăçласан яланах ăнăçать. Тĕрĕссипе вара ачаранах йывăçран эрешлеме юратса.  Эпĕ йăлтах çăкаран кăна ăсталатăп. Ку вара çемçе те паха йывăç шутланать, - терĕ И. Афанасьев.

Суту-илÿре

Суту-илÿ системинче Алина  Онькова пысăк ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ, ĕç стажĕ те пĕчĕк мар. Вăл Муркаш райповĕн лавккинче тимлет. Алина Владимировна потребитель ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшать.  Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнÿ  тунăшăн Алина Оньковăна Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕ, промышленноçпа  суту-илÿ министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. 

Ял хуçалăхĕнче

Лариса Андреева ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшать, "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тимлет.

- Ферма ĕçĕ çăмăл мар, çапах та выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлеме мана килĕшет. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, сăвăм пĕчĕк мар, - тет машинăпа ĕне сăвакан оператор.

Р. Илларионова.

 

 

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика