Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕррехинче, 50 çул иртсен…

17 июня 2017 г.

Çатракассинчи вăтам шкул кăçал 115 çул çитнине паллă турĕ. Аталану çулĕпе шав малалла утса 1965 - 1966 çулхи вĕренÿ çулĕнче вăл вăтам шкул статусне илет. 1967 çулта шкул пĕтерекенсем алла пĕрремĕш хут вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат илеççĕ. Вĕсем ун чухне класра 21 яшпа хĕр пулнă. Тăрăшуллăскерсем (сăн ÿкерчĕкре) 50 çул каяллахи пекех вăхăт иртсен те хăйсен туслăхне çухатман. Çапла вара çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕсенчен 14-шĕ тăван шкула тĕл пулăва пуçтарăнчĕ. Тĕл пулу каçне класс ертÿçи пулнă Владимир Григорьев та килсе çитрĕ. Владимир Иванович 38 çул (1965 - 2003) Çатракассинчи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

Тĕл пулăва пуçарса яраканĕ - Ятманта çуралса ÿснĕ Тамара Терентьева (Михайлова). Шкул пĕтерсен 16 çул кунта пионервожатăй пулса ĕçленĕскер,  педагогика институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен дипломне алла илет. Ял хуçалăх институтне пĕтернĕ мăшăрне Новгород облаçне ĕçе ярсан ,Тамара Владиславовна та унта куçать, Демянск хулинче ĕçлесе пурăнать. Тĕрлĕ çулта  шкулта, ВЛКСМ райкомĕн секретарĕнче, РОНО пуçлăхĕнче, çемье центрĕн директорĕнче вăй хурать.

Карелин инçе çулне кĕскетсе тĕл пулăва Зоя Малыгина (Николаева) та килсе çитрĕ. Ачаран учитель пулма ĕмĕтленнĕ тĕллевне пурнăçланă. 1972 çулта мăшăрĕпе Карелине пурăнма куçса кайнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасемпе ĕçленĕ.

Валентина Иванова (Волкова) 40 çул Мăн Сĕнтĕр райповĕнче экономистра тăрăшнă. Халĕ вăл Москакассинче пурăнать. Ачаран тăрăшуллă пулнă Фелицата Матвеева (Максимова) тĕрлĕ производство отраслĕнче вăй хурса ырă ята тивĕçнĕ. Зоя Димитриева (Кирпичникова) ĕç ĕмĕрне бухгалтерипе, Светлана Николаева (Толикина) страховани ĕçĕпе, Дуся Васильева (Скворцова) инженер-строитель профессийĕпе, Лариса Кузнецова (Бычкова) бухгалтери ĕçĕпе çыхăнтарнă.

Тĕл пулăва хатĕрлеме активлă хутшăннă Юрий Захаров нумай çул "Свобода" хуçалăх агрономĕнче ĕçленĕ. Унăн тантăшĕсем Валерий Ершов нумай çул çак хуçалăхрах сварщикра, Валерий Васильев водительте, Рим Донсков механизаторта тăрăшнă. Николай Пичугинпа Николай Суслов та пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă.

Туслăха çухатман класа шкул директорĕ            В. Прокопьев кĕтсе илчĕ, шкулпа тĕплĕн паллаштарчĕ, вĕренекенсен вĕренÿри тата спортри ÿсĕмĕсем пирки каласа пачĕ. Хăнасем шкул музейĕпе кăмăллăн паллашрĕç, тăван шкул унчченхиллех патриот воспитанийĕпе ĕçе чакарманнишĕн кăмăллă пулчĕç.

Хыççăн хăнасем шкулăн актовăй  залне пухăнса "Журавушка" юрăпа ташă ансамбльне çÿрекен ачасен чăваш юррисемпе,  илемлĕ ташшисемпе савăнчĕç. Шкул пурнăç уттинчен юлмасăр аталанса пынинче вĕсем вĕрентекенсен тата ашшĕ-амăшĕн тÿпи пысăккине ырларĕç.

- Эпир те юрă-ташăран, пĕрле пулса савăнассинчен, ĕçлессинчен катара тăман, анчах кун пеккине хамăр вăхăтра ĕмĕтленнĕ çеç. Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыни вара çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Вĕсем шкулăн пурри пирки пирĕн иккĕленÿ çук, - терĕ шкулпа паллашнă хыççăн паянхи хушаматпа Зоя Кирпичникова.

Тĕл пулăва пухăннисем çамрăклăха аса илнĕ май хăйсен вĕрентекенĕсене та манса хăвармарĕç: шкул директорĕ Г. Семенов, унăн çумĕ И. Тимофеев, пĕрремĕш вĕрентекенсем В. Никитинăпа А. Ятманова, класс ертÿçи В. Григорьев, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Е. Иванова, физика вĕрентнĕ Н. Иванов, нимĕç чĕлхипе паллаштарнă К. Акимова, вырăс чĕлхипе литератури ăша хывтарнă             Р. Романова, географипе ăс панă А. Григорьева, юрă-кĕвĕпе туслаштарнă В. Теплов, физкультурăпа вĕрентнĕ Л. Яриков.

Шкул директорĕ В. Прокопьев хăнасене саламланă май район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн З. Дипломатован саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Тĕл пулăва пухăннисене 1966 - 1967 вĕренÿ çулĕнче шкулта физика кабинетĕнче лаборант пулса ĕçленĕ, халĕ шкул канашĕн членĕ В. Мартынов телеграммăпа саламласа сывлăх та вăрăм кун-çул сунни кăмăллă пулчĕ.

Тĕл пулăва çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн  пухăннисем хăйсем савăннине пĕлтерчĕç, шкул администрацине тав турĕç. Юлашкинчен Тамара Терентьева (Михайлова) шкула асăнмалăх хăй пурăнакан Новгород облаçне  кĕрекен Демянск хулипе паллаштаракан илемлĕ кĕнекесем парнелерĕ.

Л. НИКИТИНА,

шкул директорĕн

воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика