Публикации » Тухтăрсен аллинче - чи хакли: çынсен сывлăхĕ, пурнăçĕ

17 июня 2017 г.

Çак эрнере, юнкун, районти медицина сферинче вăй хуракансем пĕрле пухăнса салам сăмахĕсем тата тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, парнесем йышăнчĕç. Ыран Раççейре Медицина ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ.

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан тухтăрсемшĕн професси уявĕ иртнĕ эрнере пуçланчĕ тейĕн: вĕсене республика шайĕнчи Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕпе иртнĕ шăматкун Акатуйра чысларĕç.

Катькасри пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕ Елена Воронина ЧР Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамотине, Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больницин ертÿçи Юрий Трофимов - «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне, Муркаш район тĕп больницин васкавлă медицина пулăшăвĕн уйрăмне ертсе пыракан Надежда Артемьева - республикăри профсоюзсен «Чувашрессовпроф» пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Район шайĕнчи уявра та чылай медицина ĕçченне чысларĕç.

Муркаш район тĕп больници паянхи кун пысăк коллектива пĕрлештерсе тăрать. Больницăсен категорийĕпе вара районсем хушшинчи нумай профильлĕ сиплев учрежденийĕ шутланать, мĕншĕн тесен кунта Элĕк районĕнче пурăнакансене те йышăнаççĕ, тĕрлĕ енлĕ сиплевпе тивĕçтереççĕ. Муркашри тухтăрсен ĕçĕпе кунта сипленекен етĕрнесем те, кÿршĕ республикăран килекенсем те кăмăллă. Çакна хăйĕн салам сăмахĕнче Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Кожевников ку таранччен пĕрре мар йышăннă тав сăмахĕсемпе çирĕплетсе палăртрĕ.

Апла пулсан коллективри кашни ĕçчен хăйĕн профессийĕ çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет. Ахальтен мар пулĕ нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, çынсене сиплессине пысăк тÿпе хывнăшăн чылай медицина ĕçченĕ тĕрлĕ шайри Хисеп грамотине, Тав çырăвне илме тивĕçрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та медицина ĕçченĕсен ăсталăхĕнчен районта пурăнакансен сывлăхĕ, пурнăçĕ нумай килнине каларĕ. Çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланни вĕсен ĕçне хăйне май хак паракан индикатор пулса тăнине палăртрĕ.

Кирек хăш коллективра та çитĕнÿсем пĕр-пĕрне ăнланнипе, килĕштерсе ĕçленипе кăна пулаççĕ. Тĕп больница коллективне вара медицина ĕçченĕсен профсоюз пĕрлешĕвĕн председателĕ Т. Захарова республикăри чи туслă коллективсенчен пĕри тесе хакларĕ. Наградăсене тивĕçнисен йышĕнче сиплевпе профилактика ĕçĕн пĕрремĕш сыпăкĕнче вăй хуракансем - фельдшерпа акушер пункчĕсенче тимлекенсем йышлăн пулнăшăн савăннине пĕлтерчĕ. Çакна вăл хальхи вăхăтра профилактика питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнипе сăлтавларĕ.

Уява килнĕ медицина ĕçĕн ветеранĕсем те вĕсем хурса хăварнă «никĕсе» çĕмĕрмесĕр, ун çине тĕрĕнсе больница паян сулмаклă утăмсемпе утнăшăн кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. Хăй вăхăтĕнче больницăна ертсе пынă В. Виноградов ветеран республика хăни муркашсене туслă коллектив тенĕшĕн уйрăмах савăннине каларĕ.

- Пирĕн тĕллевсемпе задачăсем пĕтĕмпех çынсен сывлăхне упрассипе, ăна çирĕплетессипе çыхăннă. Эпир çакна пурте ăнланса вăй хуратпăр. Ку малашне те çаплах пулмалла, пулĕ те, - пĕтĕмлетрĕ Николай Кожевников хăнасене ырă сăмахсемшĕн тав туса.

Хăнисем вара чăн та чĕререн тухакан ырă сăмахсем каласа больница коллективне тав турĕç: тав сăмахĕпе парнене уйрăм ĕçченсем те, больницăн пĕрлехи коллективĕ те йышăнчĕ.

Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий атте акă Библире священник, вĕрентекен тата врач профессийĕсем сăваплă профессисен йышне кĕнине аса илтерчĕ. Хăш чухне медицина пулăшăвĕ кирлĕрен, тепĕр чухне обществăшăн усăллă ĕçе пĕрле пурнăçлама хăйне ытларах Мăн Сĕнтĕрти медицина ĕçченĕсемпе курнăçма тÿр килнине пĕлтерчĕ вăл. «Чăнах та, район больницинче ылтăн чĕреллĕ тухтăрсемпе медсестрасем вăй хураççĕ», - тесе Игнатий атте чылай çыннăн шухăшне пĕлтерчĕ пулĕ.

Çурлатринчи «Çеçпĕл» ушкăн ылтăн чĕреллисене çак кун илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Н. Николаева.

 

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика