Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев муркашсемпе Акатуйра савăнчĕ

14 июня 2017 г.

Ума лартнă тĕллевсем - вăйра

Уява пĕрлехи хор уçрĕ. Чи малтанах салам сăмахĕпе Акатуя хутшăнакансем умне район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев тухрĕ.

- Хисеплĕ хăнасем, ял ĕçченĕсем, ветерансем. Сире пурне те пысăк уявпа саламлатăп. Çын ĕçпе илемлĕ, теççĕ халăхра, муркашсем те пархатарлă ĕçпе илемлине куратпăр. Акатуй уявĕ вара çĕр ĕçченĕсен уявĕ кăна мар, хамăр халăхăн йăли-йĕркине тăсни те. Кунта ĕçченлĕх те, ăсталăх та, туслăх та пăларать,   - терĕ вăл уявпа саламланă май.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та ăшшăн саламларĕ, пĕтĕмĕшле ĕçпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ял хуçалăх ĕçченĕсем плана пурнăçланă, çур акие 13,1 пин гектар çинче ирттернĕ. Çĕр улми 345 гектар йышăнать, 200 гектарне "Ударник" хуçалăхра лартнă. Пахча çимĕçе 100 гектар çинче ÿстереççĕ. Халĕ вара уй-хирсене им-çамлас, апатлантарас, çум курăкĕпе кĕрешес ĕçсем пыраççĕ.

- Район экономикин хăватлăхĕпе пуянлăхне çынсем тĕреклетеççĕ, çапах та чи пысăк тупра - çынсем хăйсем. Çавăнпа та район администрацийĕн тĕп задачи социаллă гарантие пурнăçласси шутланать, - терĕ Ростислав Николаевич.  

Район администрацийĕ çынсен пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе мĕнпур социаллă программăна хутшăнать.   Кăçал патшалăх пулăшăвĕпе 39 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатĕ. Çавăн пекех вăл малашне пурнăçлама палăртнă ĕçсем çинче те чарăнчĕ. Район аталанăвне тÿпе хывнă ĕçченсене, хисеплĕ ветерансене тав турĕ. Район пурнăçлакан мĕнпур ĕçре пулăшса пынăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Министрсен Кабинетне тата ыттисене тав турĕ.

 

"Муркашсем -маттур Çынсем"  

Муркашсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл муркашсем тÿрĕ чунпа ĕçленине палăртрĕ. Ĕçчен те малашлăха ăнтăлакан ывăл-хĕр çуратса ÿстернĕшĕн ветерансене тав турĕ.

- Район кăтартăвĕн пĕлтерĕшĕн - ÿсĕм палăрни. Района аталантарма, пысăк технологиллĕ тата пысăк производствăллă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме никĕс çирĕп. Муркашсем - маттур çынсем, республика аталанăвĕнче Муркаш районĕн çыннисен те тÿпи пысăк, - терĕ Михаил Васильевич.

Инвестици ыйтăвне те аякра хăвармарĕ вăл. Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕпе Раççейри 85 регион хушшинче иккĕмĕш вырăнта пулнинче те муркашсен витĕмĕ çук мар. Çавна май М. Игнатьев район предпринимателĕсене те тав турĕ. Çак сферăра тăрăшакансем хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, аякка каймасăрах район территорийĕнче тăрăшма майсем туса параççĕ. "Сеспель" ЗАО ĕç-хĕлне ырă енчен палăртрĕ, вăл шăпах республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерекенсенчен пĕри пулса тăрать. Предприяти халĕ 9,5 гектар çинче çĕнĕ производство хута ярассипе тимлет.

Республика ертÿçи каланă тăрăх, муркашсене Шупашкар агломерацине кĕме пултарнипе те ăнăçнă. Çавна май федерацин "Пахалăхлă та хăрушлăхсăр çул-йĕр" программи шайĕнче асăннă отрасле лайăхлатма май килĕ, республика шайĕнче 5 миллиард та 103 миллион тенкĕлĕх   çул-йĕр юсĕç. Ялсенчи çул-йĕре лайăхлатнипе танах вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура сферисенчи учрежденисене юсассипе, çĕнетессипе малалла ĕçлĕç.

Тивĕçлисене - награда

Михаил Игнатьев ĕçре уйрăмах палăрнисене тивĕçлĕ наградăсемпе чысларĕ. "Сеспель" ЗАО ертÿçи Владимир Бакшаев "Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. "Свобода" хуçалăхăн ферма ĕçченĕ Татьяна Петровская "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

"Герой" хуçалăхăн утар хуралçи Леонид Соловьев тата "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин чăх-чĕп пăхаканĕ Альбина Столярова республика ертÿçинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата асăнмалăх сехет илме чыслă пулчĕç.

Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тивĕçрĕ. Çавăн пекех республика ертÿçи ытти чыслă ĕçченсене те тĕрлĕ наградăпа саламларĕ. Çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр сертификатне илчĕç, çĕр лаптăкне тивĕçнисем те сертификатлă пулчĕç.

Уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçин çумĕ А. Федотов саламларĕ. Муркашсем ĕçлеме пĕлнине, мĕн пурнăçлани куç умĕнче пулнине палăртрĕ. Районта ял хуçалăх отраслĕ те, промышленность та аталанать. А. Федотов тивĕçлисене Хисеп грамоти тата Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Çавăн пекех ыттисем те саламларĕç, отрасле кура чысларĕç.

Вĕренÿ сферин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Валерий Васильева тата "Колос" хуçалăх трактористкине Раиса Килининăна районăн Хисеп кĕнекине кĕртнине пĕлтерчĕç.

И. Николаев тата Р. Тимофеев уй-хир ĕçĕнче палăрнисене район администрацийĕн дипломĕсене парса чысларĕç.      

Уçланкăри кашни кĕтесре - уяв

Михаил Игнатьев уяв уçланкинчи ĕç-хĕлпе те паллашрĕ, аслисемпе те, çамрăксемпе те тĕл пулса калаçрĕ. Вăл Муркашсемпе савăнчĕ, уява ĕç çыннисемпе пĕрле ирттерчĕ. Республика ертÿçи халăх шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕ.

 Михаил Игнатьев спорт лапамĕсенче пулса курчĕ. Кунта хĕрарăмсен тата арçынсен командисем хушшинче волейбол ăмăртăвĕн хĕрÿ тапхăрĕ пыратчĕ. Вăй виçекенсем кире пуканĕ йăтассипе тата ытти енĕпе ăмăртатчĕç. Вăл вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлме те вăхăт тупрĕ.

Ăмăртусенчи çĕнтерÿçĕсене те палăртса хăварар. Чул хула облаçĕнчи Лысково хулинчи спортсменсемпе муркашсем боксра вăй виçрĕç, кил хуçисем çĕнтерчĕç.

Районăн хисеплĕ çыннине Владимир Рубцова асăнса ирттерекен волейбол ăмăртăвне хутшăнакан хĕрарăмсен командисем хушшинче Мăн Сĕнтĕр райповĕн команди çĕнтерчĕ. Арçынсен ăмăртăвĕнче "Райбыт" команда чи çивĕч выляканни пулчĕ, 2-мĕш вырăнта - "Оринино".

Ирĕклĕ майпа кĕрешессинче тĕп парнене Николай Семенов тивĕçрĕ.

"Чăваш хушма хуçалăхĕ" конкурса ирттересси те ырă йăлара. Чăваш урамĕ тăрăх утнă майăн вара аваллăхра пулса куртăмăр. Михаил Васильевич та хаваспах муркашсен урамĕпе, кашни килпе, ал ĕçĕпе паллашрĕ. Республикăра Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе пулĕ чăваш ялĕнче çăка хуппинчен ăсталанă сăпкари ачана та курма май килчĕ. Чăн-чăн чăваш кил-çурчĕ тейĕн, чăваш хĕрарăмĕ пĕр аллипе ача сиктернĕ, тепĕр аллипе ĕç тунă. Манман-ха муркашсем асатте-асанне йăли-йĕркине, чăваш апат-çимĕçне, аваллăхсăр малашлăх çук тени те ялан асра.  

Михаил Васильевич Юнкă ял тăрăхĕнчи "кил хуçалăхĕнче" "Агрико" чикĕллĕ яваплăхлă обществăра ÿстернĕ кăмпапа кăсăкланчĕ. Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх, предприяти производствăн вунă цехне хута янă.

Йÿçкассисем вара сиплĕ чей валли 130 тĕрлĕ курăк пухса хатĕрленĕ, хамăр патри продукци тата ăна ĕлĕкхи сăмаварта хатĕрлени чи пахи пулнине шута илнĕ. Республика Пуçлăхĕ кашни ял тăрăхĕ тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕ. Кун каçа чăваш урамĕнче уяв иртрĕ, хăна-вĕрлене ялан хавас муркашсем тутлă çимĕçпе хăналарĕç.

Конкурса çапларах пĕтĕмлетрĕç. "Чăвашăн чи лайăх апат-çимĕçĕ" номинацире Çатракасси, Йÿçкасси, Катькас ял тăрăхĕсем палăрчĕç. "Чăваш хушма хуçалăхĕн" сăн-сăпатне Юнкă, Турай, Ярославка ял тăрăхĕсем ытарлăрах сăнарланă. Ал ĕç ăсталăхĕнче Ярапайкасси, Москакасси, Чуманкасси ял тăрăхĕсем палăрчĕç.

Çапла савăнтăмăр уявра, аслине те, кĕçĕннине те кичем пулмарĕ. Юрă-кĕвĕ те татăлмарĕ, уяв сцена çинче те, уçланкăра та хуçаланчĕ. Муркашсем уявра та, ĕçре те маттур, паян канура, ыран - хирте.

Р. Илларионова.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

 

 

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика