Публикации » Чи ыррисен шутĕнче

14 июня 2017 г.

Раççей Федерацийĕн Обществăлла палати чи ырă хуласен рейтингне халăх умне кăларнă. Ăна пĕтĕм Раçейри "Ырă ĕçсен марафонĕ" экологи акцийĕн çурхи тапхăрне пĕтĕмлетсе тунă.

РФ Обществăлла палатин официаллă пĕлтерĕвĕнче чи кăмăллă та ырă Санкт-Петербург, Химки, Кронштадт, Хусан, Чĕмпĕр, Уссурийск хулисем хыççăн Шупашкар тăрать. Пирĕн хыçра - Мускав, Дон çинчи Ростов тата Чулхула.

Экологи акцийĕн çурхи тапхăрĕнче Раççей çыннисем пурĕ 35 пин ытла экологие лайăхлатакан ĕçсем ирттернĕ. Вăл шутра 3 пин ытла субботник, йăлари каяша пуçтарассипе 1500 ытла акци, ырă кăмăллăх пулăшăвĕ парассипе 350 акци.

"Виçĕ уйăх хушшинче çурхи акцисене 1600 хулапа ялти 100 пин ытла çын хутшăнчĕ. Тăрăшуллă ĕçĕпе вĕсем хăйсене çĕршыври экологи лару-тăрăвĕ тивĕçтерменнине кăтартрĕç. Çавăнпах вĕсем хăйсем пурăнакан хула-ялсенче экологи енĕпе анлă ĕçсем пурнăçларĕç", - тенĕ РФ Обществăлла палатин членĕ Елена Сутормина яллă районсем активлăрах пулнине палăртса.

Хамăр инф.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика