Публикации » "Раççей шайĕнче палăртăмăр"

14 июня 2017 г.

Район Акатуйĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муркашсене пысăк çитĕнÿпе - Пĕтĕм Раççейре вуннăмĕш хут ирттернĕ "Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă ятпа саламласа район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева савăнăçлă лару-тăрура Раççей дипломне пачĕ.

Сăмах май, асăннă конкурса хутшăнса диплома Муркаш районĕ пĕрремĕш хут кăна тивĕçмест. Çавна май ку тĕлĕшпе хăйĕн шухăш-кăмăлне район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхне Рената АНАНЬЕВĂНА пĕлтерме ыйтрăм:

- Ку çитĕнÿ район Актатуйĕ валли пысăк парне пулчĕ тесе шухăшлатăп. Награда илме яланах кăмăллă. Раççей наградине илесси вара - пушшех те. Мĕншĕн тесен çакă вăл пĕтĕмĕшле ĕç хаклавĕ пулса тăрать. Конкурса хутшăнакансен ĕçне-хĕлне 69 кăтартупа хаклаççĕ. Вăл шутра бюджет тупăшĕпе расхучĕсене, муниципалитет пурлăхĕпе мĕнле усă курнине, бюджета планлассин эффективлăхне тата бюджета мĕнле пурнăçланине, вырăнти органсен финанс ĕçне-хĕлне мĕнле йĕркеленине тата унăн уççăнлăхне, кадрсен йышне, парăм политикине т. ыт. те.

Конкурсăн сумĕпе пĕлтерĕшне çакă та çирĕплетет. Иртнĕ çул итогĕсемпе унта Раççей Федерацийĕн 64 субъектĕнчен хула округĕсем 114 тата муниципалитет районĕсем 146 хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе 260 участник. Çуллен конкурса хутшăнакансен йышĕ ÿссе пырать. 2007 çултанпа конкурса "Бюджет" журнал Раççей финансистсен союзĕпе пĕрле тата РФ Федераци Канашĕ пулăшнипе йĕркелесе ирттерет. Конкурс комиссийĕн йышĕнче вара - РФ Федераци Канашĕн, Патшалăх Думин, Финанс министерствин представителĕсем.

Кăçалхи конкурса Чăваш Республикинчен Улатăрпа Шупашкар хулисем, Патăрьелпе Куславкка тата Муркаш районĕсем хутшăнма тивĕçрĕç. Эпир муниципалитет районĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕмĕр, патăрьелсем виççĕмĕш пулчĕç.

Раççей шайĕнчи асăннă конкурсра пирĕн район виççĕмĕш хут палăрма пултарчĕ. 2010 тата 2013 çулсенче эпир конкурсăн 1-мĕш степеньлĕ дипломĕсене илме пултарнăччĕ, кăçал вара 2-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕмĕр.

Конкурс итогĕсене савăнăçлă лару-тăрура Мускавра июнĕн 8-мĕшĕнче пĕтĕмлетрĕç. Çав кун унта Пĕтĕм Раççейри "Бюджетная политика муниципальных образований в современных условиях" конференци ĕçлерĕ. Конференцире 44-мĕш номерлĕ федераци саккунне пурнăçа кĕртессипе тата унпа усă курассипе çыхăннă проблемăсене, муниципалитет шайĕнче финанс тĕрĕслевне лайăхлатассипе, укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курассипе çыхăннă тата пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва сÿтсе яврăмăр.

Пысăк награда пысăк чыс кăна мар. Çакă вăл пысăк яваплăх та пулса тăрать. Апла пулсан обществăлла финанссене йĕркелесе пырассипе малашне те çине тăрса ĕçлесе пырăпăр.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика