Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчаçă кĕтесĕ

10 июня 2017 г.

Помидор ÿстерер-ха

Кăçалхи кăткăс çанталăк пире ытларах та тĕрĕслет, çавна май пахчаçăсен тĕрлĕ вăрттăнлăх шырама тивет.

Помидор пысăк тухăç патăр тата унăн туни тĕреклĕ пултăр тесен çак сĕнÿсене шута илмелле. Савăта вĕлтĕрен тултармалла, унтах 1 витре ĕне тислĕкĕ, 2 кĕреçĕ кĕл, 2 килограмм çĕпре, 3 литр тăпăрчă шывĕ ямалла. Çак хутăша икĕ эрне лартмалла та помидорсене шăвармалла. Вĕсем питех те лайăх аталанĕç.

Помидор калчине хĕвеллĕ те уçă вырăна лартма тăрăшмалла. Ăна сайра, анчах та нумай виçепе шăвармалла. Чечеке ларнă вăхăтра марганцовка хутăшĕпе (10 литр шыв пуçне 2 - 3 грамм марганцовка) сирпĕтме пулать.

1 витре шыва 4 тумла йод ярсан помидор шултрарах та пулать, хăвăртрах та пиçет. Çак хутăшпа эрнере пĕр хутчен шăвармалла.

Чÿрече ани чечекпе илĕртет

Çĕр улми е макарон пĕçернĕ шыва тăкма ан васкăр, сивĕтсе пÿртри чечексене шăварма тăрăшăр. Ун уссине кĕске вăхăтрах туйса илĕр.

Çĕпре хутăшĕ те чечексемшĕн усăллă, тымара аталантарать, çĕре çемçетет. 20 грамм çĕпрене 3 литр ăшă шыва ямалла, 1 апат кашăкĕ сахăр хушмалла, сивĕнсе çитсен шăвармалла.

 

Хăяр ан чирлетĕр

3 - 4 çулçăллă хăяра сирпĕтме çакăн пек хутăш хатĕрлемелле: пĕр витре шыв çине 30 тумлам йод, 20 грамм хуçалăх супăнĕ, 1 литр сĕт ямалла. Кашни вунă кунра пĕр хутчен пĕрĕхме юрать.

1 витре шыва 2 литр тăпăрчă шывĕпе 150 грамм сахăр ямалла. Унпа шăварсан тата сирпĕтсен хăяр çимĕçĕ ытларах та пулĕ.

 

Çăвĕпех хăяр тататпăр

Кăçалхи çу кунĕсем нумайăшне тĕлĕнтереççĕ: сивĕрех те çумăрлăрах çанталăк вăрăма тăсăлчĕ. Çакă пахчаçăсен ĕçĕ-хĕлĕ çине те витĕм кÿмесĕр юлмарĕ. Анчах çу кунĕсем хăйсеннех тăваççĕ: умра ешĕл пахча çимĕçпе пуян вăхăт. Сĕтел çинче те вĕсем çак вăхăтра туллиех.

Нумайăшĕ килти хушма хуçалăхра хăяра пĕр сăтăркă кăна лартать. Йăран çинчи хăярсем пурте пĕр вăхăтра пулатчĕç: татса тăварлама ĕлкĕр çеç. Хăяра икĕ тапхăрпа акса пăхма пулать: пĕрне - çу уйăхĕн вĕçĕнче, теприне - çĕртме уйăхĕн варринче.

Малтан акни хăяр пама пăрахнă вăхăтра хыççăн акни хăяр пама пуçлать. Мĕн хура кĕркуннечченех хăяр çисе киленме май пулĕ вара.

Кăçал та çак мелпе усă курма кая юлман: тепĕр эрнерен е 10 кунтан хăярăн иккĕмĕш йăранне акма пулать.

Иçĕм çырли лартар-и?

Иçĕм çырлине çуркунне лартни лайăхрах, хĕл кунĕ валли вăл самай çирĕпленĕ. Çуркуннехи тапхăр март уйăхĕ вĕçĕнчен пуçласа июнь вĕçĕччен шутланать. Лартмалли шăтăка кĕркунне хатĕрлесен лайăхрах та. Çак ÿсен-тăран уçă та ăшă лайăх лекекен вырăна кăмăллать. Нÿрĕк тăракан тата йывăç сулхăнĕ лекекен вырăна лартма ан тăрăшăр. Çурт çумне лартни те лайăх, каçхи вăхăтра вăл кун каçа пухăннă ăшша парса тăрать, хÿтлĕхре пулать.

Шăтăк чавнă чухне тăпран çиелти сийне пĕр енне хумалла. Аялти сийне тепĕр енне, анчах та ăна шăтăка каялла хума сĕнмеççĕ. Тĕпне вак чул хумалла, кирпĕч ванчăкĕ, йывăç çĕрĕкĕ те каять. Ун çине шыв хăйăрĕ сапмалла, малалла çиелти тăпрапа тислĕк хутăштарса хума юрать, йывăç кĕлĕ яни те ытлашши пулмĕ. Çак шăтăка хунава лартиччен икĕ эрне маларах туса хумалла, лартиччен тăпра пусăрăнтăр тесе икĕ-виçĕ хутчен шăвармалла. Хатĕр хунава 30 - 50 сантиметр тарăнăшне лартмалла. Ун таврашĕнче ытлашши шыв ан тăтăр тесен ăна çĕртен çÿллетсе кăлармалла.

Пĕр çулхи ÿсен-тăранăн ытлашши куçĕсене татмалла, 4-5 хăварсан та çитет. Тĕрĕс лартнă ÿсен-тăран майĕпен ÿссе аталанĕ, çамрăк турата çÿлелле улăхма шпагат карса памалла. Пĕрремĕш çулхи ешĕл туратсемпе ытлашши киленме кирлĕ мар, тĕп турат çумĕнче пĕр турат хăварсан та çитет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика