Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Германири çар ушкăнĕ

10 июня 2017 г.

Раççей çарĕн историйĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ. Александр Невский шведсемпе ирттернĕ çапăçу, Куликово хирĕнче монгол-тутарсене çапса аркатни, Александр Суворов похочĕ, Михаил Кутузов паттăрлăхĕ, Хĕрлĕ Çар фашистла Германие çĕнтерни, иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн пирĕн салтаксем мире хÿтĕлесе нумай çĕршывра службăра тăни, Куба, Вьетнам, Афганистан... Совет çарĕсен ют çĕршвсенчи ушкăнĕсем пирки сăмах хускатнă май хамăр тĕпеле совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăнă ветерансен Ассоциацийĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçине Геннадий ЕФИМОВА чĕнтĕмĕр.

- Геннадий Михайлович, хамăр калаçăва историрен пуçлар-ха. Çавна май пĕрремĕш ыйту: совет çарĕсен Германири ушкăнĕ хăçан тата мĕн тĕллевпе йĕркеленнĕ;

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн салтаксем фашизм йăвинче - рейхстагра - Çĕнтерÿ ялавĕ çĕкленипе вăрçă вучĕ тĕппипех сÿнмен. Вăл çĕнĕрен хыпса илессинчен сыхланасси пĕрлехи тĕллев пулса тăнă. Çапла вара пирĕн çарсем тăракан вырăнсенче оккупаци режимне çирĕп тытса пырас тĕллевпе 1-мĕш тата 2-мĕш Белорусси, 1-мĕш Украина фрончĕсен чаçĕсене пĕрлештерсе 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Совет çарĕсен Германири оккупаци ушкăнне туса хунă. Ăна ертсе пыма             Г. Жукова шаннă. Çĕнĕ тытăм пирĕн çĕршывăн чи малти плацдармĕ пулнă. 1949 çулта Германин Демократиллĕ Республикине туса хурсан 1955 çулта икĕ çĕршыв хушшинчи килĕшÿпе совет салтакĕсен, çар служащийĕсемпе вĕсен çемье членĕсен статусне, вĕсем ГДР тытăмне хутшăнма пултарайманнин йĕркине çирĕплетнĕ. Кунпа пĕрлех оккупаци ушăнĕн тытăмĕ те çĕнелнĕ, ăна совет çарĕсен Германири ушкăнĕ теме пуçланă (кĕскетсе - ГСВГ).

- Эсир унта хăвăр хăçан службăра тăнă тата мĕнле туйăм упранать унти служба кунĕсем пирки;

- Пурăна киле асăннă çар ушкăнĕ çĕршыври çĕршыв пекех пулса кайрĕ: кашни хулара майлах çар чаçĕсем, салтаксен казармисемпе офицерсен хулисем, шкулсемпе ача сачĕсем, магазинсем, клубсем пурччĕ. Çак ушкăнта шăпа пÿрнипе манăн та 1971 - 1973 çулсенче службăра тăма тиврĕ. Пирĕн çар чаçĕ тăнă Гала хулинче хими промышленноçĕ вăйлă аталаннăччĕ. Кунти тирпейлĕх, нимĕçсен культури паян та ырă аса илÿсем çеç çуратаççĕ. Хама совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăма тивнишĕн паян шăпана тав тăватăп.

- ГСВГ тытăмĕнче, сирĕн шутпа, пирĕн çĕршыври миçе яш тивĕçлĕ çар службине ирттернĕ-ши;

- Пирĕн çĕршывăн çар стратегĕсем палăртнă тăрăх, совет çарĕсен Германири ушкăнĕн тĕп задачи çĕршыва тулашри тăшманран сыхласси тата ăна кирек-хăш вăхăтра та тивĕçлĕ хурав пама пултарасси пулнă. Çакна шута илсе Германири пирĕн çарсене чи вăйлă хĕç-пăшалпа, техника хатĕрĕпе тивĕçтерсе тăнă. Кунти çар çыннисем яланах çар операцийĕсене тухма, умри тĕллевсене вăхăтра тата туллин пурнăçлама хатĕрччĕ.

Официаллă кăтартусене ĕненес пулсан, кунта тĕрлĕ çулта службăра тăнисен йышĕ çĕршывĕпе 8,5 миллион çын ытла. Пирĕн районтан та унта 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 1994 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен çар службин тивĕçĕсене пурнăçланисем пин çынран иртеççĕ. Май килнипе усă курса паян эпĕ вĕсене пурне те - çемье членĕсене те, çар чаçĕсен тытăмĕсенче гражданла ĕçре ĕçленисене те - Совет çарĕсен Германири ушкăнĕ йĕркеленнĕ кунпа саламлатăп. Эсир малашне те ыттисемшĕн яланах çарти пек ырă тĕслĕх пуласса шанатăп. Сире кура паянхи çамрăксем çар ретне тăраççĕ, çĕршыв приказне пурнăçлаççĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика