Публикации » Пахчаран тухма пĕлмест

10 июня 2017 г.

Юлашки çулсенче районта килти хушма хуçалăха тĕллевлĕ аталантаракансем ял культури çине те ырă витĕм кÿме пуçларĕç. Катькасра пурăнакан 83 çулхи пахчаçă Алексей Петров мана кĕтсе илнĕ чух сарай умĕнче ĕç хатĕрĕсем майлаштаратчĕ. Тĕлĕнмелле, аксакал-пахчаçă çĕнĕлĕхсене тăтăш алла илнипе, пурнăçпа анлăн кăсăкланнипе пĕрлех ял культурине ÿстерессишĕн тăрăшни те куç умĕнчен пытанса юлмарĕ. Вăрăма тăсăлнă тĕл пулура Алексей Николаевичăн пурнăçри кашни кăсăкланăвнех сÿтсе яврăмăр. Катькасри сад-пахча ăсти улма-çырла йывăççисем сыпма, хунавсем ÿстерме маçтăр пулнипе, тĕрлĕ пахча çимĕç лартса ÿстерме юратнипе пĕрлех ăста вĕрентекен тата тăтăш вĕренекен те.  Кунпа пĕрлех 1934 çулта çуралнă Алексей Николаевич кĕнеке пухакан та, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр коллекцилекен те, эмел курăкĕсемпе кăсăкланакан та, яланах çĕнĕ шухăшсемпе пурăнакан та.

- Эпĕ ĕçе пайласа пурăнман. Çавăнпа манăн паян 14 специальность пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Автомашинăпа тата тракторпа çÿреме çеç ирĕк çук манăн. Кунпа пĕрлех пирус туртмастăп, эрех ĕçместĕп, пулла çÿреме юрататăп. Кĕскен каласан, эпĕ çут çанталăкпа питĕ туслă çын, хамăра хупăрлакан тавралăхран та вăй илсе тăратăп. Çавăнпах-тăр манăн пахча ĕçĕ те ăнать, - терĕ сĕтел хушшине майлашса ларса калаçу пуçарсан манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм. Çакăнтах вăл хаçат-журналпа туслă пулнине, район хаçатне вара алăран яманнине палăртрĕ.

Пахчаçăпа калаçнă май унăн пурнăç çулне шĕкĕлчесе тухрăмăр. 4 ачаллă хресчен çемйинче (Элекçи асли пулнă) çуралса ÿснĕскер, çĕршывра çĕнĕ пурнăç йĕркеленнĕ вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче ура çине тăрса пынă. Ачаллах кĕнекепе туслашнăскер, пĕлÿ çулĕпе кăсăкланнăçемĕн кăсăкланнă. Çапла вара Катькас каччи 20 çулта чух Вăрнарти ял хуçалăх училищинчен пахчаçăна вĕренсе тухать.

Ĕç тиркемен пахчаçăна 1955 - 1958 çулсенче çарта пулнă хыççăн паянхи Мăн Сĕнтĕр райповĕн кăлпасси цехĕн маçтăрĕнче ĕçлеме вĕренме яраççĕ. Çĕнĕ ĕçе те вăл хăвăрт алла илет. Анчах ялти ("Колос" колхозри) пахчаçă, ватлăха кура ĕçлеме пăрахсан, ятарлă пĕлÿ илнĕ Элекçее унта куçарса каяççĕ. Колхоз садне тухăçлă ĕçлеттерессипе, 1978 - 1979 çулсенчи шартлама сивĕне пула аманнă улмуççисем вырăнне çĕнĕ сад чĕртессипе çичĕ хут тар кăларать вăл. Анчах тăван хуçалăх валли, ял çыннисене усă курма вăйпитти арçын çĕнĕ сад лартса чĕртетех.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика