Публикации » Европăри çĕршыв асрах

10 июня 2017 г.

Мăн Токшик ялĕнче çуралса ÿснĕ Борис Никитич Никитина, манăн аттене, 1942 çулта 18 çул тултарсанах ял çыннисем фронта ăсатаççĕ. Вăрçă çулĕ ăна Аслă Çĕнтерÿччен таçта та илсе çитерет, хура-шурне сахал мар кăтартать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юлашки тапхăрне вăл 1-мĕш Белорусси фронтĕнче ирттерет, тăшмана пĕр чарăнмасăр Хĕвел анăçнелле хăвалать. Хăйĕн çар чаçĕпе Берлина ирĕке кăларнă çĕре те хутшăнать. Тÿр килнипе ялтан вăл кăна рейхстагра пулса курать...

1945 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче пысăк çухатупа çĕнсе илнĕ мирлĕ пурнăçа сыхлама çав вăхăтра унта тăнă çар чаçĕсене пĕрлештерсе Германири совет çарĕсен оккупаци ушкăнне туса хураççĕ.

- Ĕнер фронтра пулнă нимĕçсем пирĕн çине чалăшшăн пăхнине сивлесе йышăнаттăмăр. Çапах та хамăр мир салтакĕсем пулнине эпир самантлăха та манман. Хама тĕп командующипе çывăх службăра тăма тивнĕрен ун патĕнче чылай ĕç пурнăçлама тиврĕ. Унăн икĕ хĕрне пони лашапа ярăнтарни те асран тухмасть, - аса илетчĕ вăл куçăм тапхăрĕ пăшал пенисĕр те пулманнине палăртса. 1947 çулхи февральччен пурнăçлать вăл Германири салтак тивĕçне.

Манăн та çар тивĕçне совет салтакĕсен Германири çар ушкăнĕнче ирттерме тиврĕ. Европа çĕршывĕнчи хуласемпе ялсем çав-çавах асран тухмаççĕ.

Г. НИКИТИН,

ГСВГ ветеранĕ.

Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕкре: вăрçă хыççăн Германири совет çарĕсен ушкăнĕнче службăна малалла тăснă салтаксен пĕр йышĕнче малти ретре сылтăмри - Борис Никитин.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика