Публикации » Çĕре юратса вăй хунă

10 июня 2017 г.

Юрататăп хирелле пăхма, кăмăллатăп пахчара утма, хисеплетĕп çĕр ĕçлекене. Çак сăмахсем Çатракасси ял тăрăхĕнчи Хуракасси выççăлккинче пурăнакан, ĕç ĕмĕрне "Свобода" пĕрлешÿллĕ хуçалăх агрономĕнче ирттернĕ, саккăрмĕш теçеткене ура ярса пуснă Алексей Кожевников (сăн ÿкерчĕке çемье архивĕнчен илнĕ) час-часах каланинчен. Ĕç ветеранĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, çĕршыври колхозниксен 4-мĕш съезчĕн делегачĕ т. ыт. те.

Каялла утăм ырана пăхса пурăнакан валли мар. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, çĕнĕлĕхсемпе юнашар тăрса малашлăха пăхса ĕçлесен çеç экономика аталанăвне тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварма май пур. Çакна хăй ĕçне яваплăха туйса пурнăçлакан агроном пирки те калама пулать.

"Арçыннăн пурнăçра виçĕ ĕç пурнăçламалла, - тет халăхăмăр ăслăлăхĕ. - Тулли пурнăç йĕркелеме çурт тумалла, йывăç лартмалла, ача çуратса ÿстермелле". Философилле пăхсан кун хыçĕнче çут çанталăкăн тулли илемĕ, пурнăç аталанăвĕ тăрать.

Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Алексей Николаевич ачаранах уй-хире юратнă. Унăн пулăхлăхне ÿстерекенсемшĕн чунтан савăнса çитĕннĕ. Çапла вара шкул пĕтерсен те унăн пĕр çул çеç пулнă: Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультечĕ.

Çĕр ĕçĕнче ирттернĕ пурнăç тесе хакламалла пулĕ А. Кожевниковăн ял хуçалăх производствинчи ĕç ĕмĕрне. Çапла пĕтĕмлетÿ тунипе аслăрах ăрурисем манпа килĕшеççех тесе шутлатăп. Паян тивĕçлĕ канура пулсан та, Алексей Николаевич район пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Акă районта гражданла оборона вĕренĕвĕ иртнипе те вăл район хаçачĕ урлă тĕплĕн паллашрĕ. Урăхла епле-ха; Вăл - СССР гражданла оборонин отличникĕ. "Инкек-синкеке ялан хатĕр пулмалла. Çавăн чухне çеç çухатусем сахал пулĕç. Ку вара - малаллахи аталанăвăн никĕсĕ", - каласа парать ветеран-агроном район пурнăçĕпе, райадминистраци ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăнине палăртса.

Хăй вăхăтĕнче А. Кожевников тăтăшах шыравраччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ - тăван хуçалăх вăрлăх ĕрчетессипе специализациленетчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев паянхи "Свобода" хуçалăх аталанăвĕн никĕсĕнче аксакал-агрономăн тÿпине курать те. "Ырă ĕç ырăпах аталанса пырать", - терĕ вăл çĕре юратса вăй хунă ветерана тунă ĕçĕсемшĕн тав туса.

А. БЕЛОВ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика