Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аттесен çулĕпе утрăмăр

10 июня 2017 г.

Тăван çĕршывăн 1941 - 1945 çулсенчи Аслă вăрçи истори авăрне юлса пынă май çапăçу хирĕсенче мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисен ачисемпе мăнукĕсем ашшĕсемпе аслашшĕсене асра тытни аслă ăрурисем ыт ахальтен юн юхтарманни, пуç хуманни пирки калать...

Черетлĕ хут Çĕнтерÿ кунне паллă тунăранпа пĕр уйăх иртсе те кайрĕ. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 72 çул çитрĕ. Çав хаяр вăрçăра эпир те хамăр аттесене çухатнăран Çĕнтерÿ кунне çуллен паллă туса аттесен паттăрлăхĕ умĕнче пуç тайма тăрăшатпăр.

Кăçалхи Çĕнтерÿ кунне эпĕ хамăн иккĕмĕш сыпăкри пиччепе Геннадий Осиповпа кĕтсе илтĕм. Çакă ăнсăртран пулмарĕ. Геннадий Константинович 1937 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче çырма-вулама вĕреннĕскер, вăл хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе - авиаципе çыхăнтарчĕ. Çул çитсен ял ачи действительнăй çар службине Чита облаçĕнчи Сретенск хулинче пуçлать. Кунта авиацин кĕçĕн специалисчĕсене хатĕрлекен шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан 1959 çулчченех авиаци механикĕ пулса службăра тăрать. Демобилизаци йĕркипе тăван ене таврăнсан та Гена пичче çарта алла илнĕ ĕçе пăрахмасть: Шупашкарти ДОСААФ аэроклубĕнче авиаци техникĕ пулса ĕçлеме вырнаçать.

Йăлтах йĕркеллĕ темелле, анчах тĕнчери лару-тăру лăпкă мар. Çапла вара çĕршыв чĕнĕвне йышăнса 1964 çулта вăл хăйĕн специальноçĕпе (бортмеханик) каллех çар ретне тăрать. Унăн служба çулĕ Польшăри Жагань хулинче вырнаçнă сывлăш-çар флочĕн чаçĕнче пуçланать. 1968 çулта Гена пичче çĕршыв приказне пурнăçласа Чехословакире çĕкленнĕ хирĕçтăрăва лăплантарма хутшăнать. Кунта вăл пăхса тăнă самолетсем çар заданийĕсене ăнăçлă пурнăçлани ĕçтешĕсем хушшинче унăн ятне те çĕклет. Вăрçă условийĕсенче пухнă служба опычĕ ăна Украина территорийĕнче тăнă çар чаçĕнче службăна малалла тăсма самай пысăк тĕкĕ пулать. Опытлă специалист 1978 - 1983 çулсенче Çурçĕр флочĕн тинĕс-çар авиацийĕнче службăра тăрать. Хăйне хушнă кашни приказа вăхăтра та туллин пурнăçлать пирĕн ентеш, çакăншăн пĕрре çеç мар патшалăх наградисене тивĕçет.

1983 çултанпа Гена пичче - саппасри прапорщик. Паян вăл хĕрĕн çемйипе пĕрле Шупашкарта пурăнать. Çулĕсем пур пулин те, тăванĕсене, тус-юлташĕсене нихăçан та манмасть.

Майăн 9-мĕшĕ. Çак кун пиччепе иксĕмĕр ирлесех Шомикра вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне çитрĕмĕр. Аттесене асăнса пĕр хушă шăп тăнă хыççăн палăк умне чĕрĕ чечексем хутăмăр. Плитасем çине çырса хунă аттесен ячĕсене тепĕр хут вуласа хурланса илтĕмĕр.

Манăн аттепе Филипп Тимофеевич Осиповпа Гена пиччен ашшĕ Константин Тимофеевич Осипов 1942 çулта Калинин фронтĕнчи хаяр çапăçусенче çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçĕсене хунă.

Кăçалхи Çĕнтерÿ кунне анлăрах паллă тăвас тĕллевпе çав кунах эпир Шупашкарти Çĕнтерÿ паркне те çитрĕмĕр. Кунта тĕрлĕ çулта чикĕ леш енчи çар чаçĕсенче службăра тăнă ветерансемпе тĕл пултăмăр. Пĕрле пулса Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечексем хутăмăр, шăп тăрса вĕсен паттăрлăхне аса илтĕмĕр: пире валли мирлĕ пурнăç сыхласа хăварнăшăн эпир вĕсем умĕнче ĕмĕр парăмра пулнине палăртрăмăр...

Çĕнтерÿ кунĕнчи пирĕн çул кăçал вăрăм пулчĕ. Анчах пиччепе иксĕмĕр эпир ăна парăнтартăмăрах. Çапла вара Шупашкартан рейс автобусĕ пире Муркаша илсе çитерчĕ. Кунта тĕрлĕ çулта Германири совет çарĕсен ушкăнĕнче (ГСВГ) çар тивĕçне пурнăçланă ветерансемпе пĕр йыша пухăнса демонстрацие хутшăнтăмăр. Афганистан вăрçине хутшăннă ветерансен Константин Петров ертсе пыракан колонни хыççăн пирĕн ушкăна ГСВГ ветеранĕсен районти обществăлла пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефимов ертсе пычĕ.

Стройра утнă чух юлташсем çине пăхса хамăн çар служби куç умне тухрĕ, сисмесĕрех аса илÿсем капланчĕç. Тĕрĕссипе манăн та хăй вăхăтĕнче действительнăй çар службине çул çитнĕ пин-пин каччă пекех чикĕ леш енчи çĕршывсенче ирттерме тиврĕ.

Малтанах Польшăра Балтика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Колобжег хулинче зенит артиллерийĕн полкĕ çумĕнчи авторотăра çулталăк çурă службăра тăтăм. Пĕррехинче çар машинисемпе ученине тухсан манăн хамăн пичче 9 çул службăра тăнă Жагань хулинче пулма тÿр килчĕ. Ку хулара та фашистсем вăрçă вăхăтĕнче хăйсен ирсĕр ĕçĕсене самаях тунă иккен.

Пĕррехинче рота командирĕ автоколоннăна чарсах аслă çултан инçех мар вырнаçнă, хăй вăхăтĕнче вилĕм лагерĕ пулнă вырăна илсе çитерчĕ. Кунти пысăк палăк çине пирĕн салтаксем хумханса пăхрĕç: палăк тунă çунса кăмрăкланнă салтак тÿпенелле пăхса выртать, чĕри тапнă сасă илтĕнет, вăйлах мар хурлăхлă кĕвĕ чуна çÿçентерет. Çак палăк патĕнче тăнă чух пирĕн те фашизма курайманлăх, мирлĕ пурнăçшăн вăй çитнĕ чухлĕ кĕрешес туйăм çирĕпленчĕ.

Польшăри служба кунĕсем хыççăн пире Демократиллĕ Германи Республикине куçарса кайрĕç. Кунта эпир Эльба юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Виттенберг хулинче 1-мĕш танк армийĕн автомобиль батальонĕнче мĕн киле таврăниччен 2 çула яхăн çар тивĕçне пурнăçларăм. Çапла вара аттесем мирлĕ пурнăçшăн çапăçу хирĕсенче пуç хучĕç, Германи çĕршывне çитеймерĕç пулсан та, пире, пиччепе иксĕмĕре те, шăпа унта çитерчĕ.

1945 çулхи Аслă Çĕнтерÿ хыççăн çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Хĕвел тухăç Германире совет çарĕсен оккупаци ушкăнĕ капитуляци йĕркине пăхăнассипе службăра тăма пуçланă. Çак паллă кун 72 çул тултарнă май хамăр районтан унта службăра тăрса çамрăклăха чикĕ леш енче хăварнă ветерансене саламлатăп, сывлăх сунатăп.

Герман ОСИПОВ,

саппасри гварди сержанчĕ.

Шомик ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика