Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем маннă вырăн…

07 июня 2017 г.

Йывăр тенипе пурнăç çăмăлланмасть. Хамăр тăрăшмасан марсиансем килсе туса парасса кĕтни те черетлĕ юхăнчăк патне çеç илсе пырать. Ял çыннисене хумхантаракан ыйтусем вара паян вуншар. Яваплă вырăнта ĕçлекенсем кăшт тимлĕрех пулсан, вĕсенчен нумайăшĕ пулмалла та мар пек туйăнать, анчах... Паян вĕсем купи купипе купаланса пыраççĕ.

Килте тасалăх-тирпейлĕхе хăнăхнă çынсем кил хушши е хваттер алăкне хупса тухсанах хăйсем хăтлă пурăнма тăрăшнине "манаççĕ". Çапла вара пире тирпейсĕрлĕх хупăрлама пуçларĕ: выльăхсемпе тулли пулнă фермăсенче çил выляни, укăлча картисем ишĕлчĕк выртни, улăхсем тал пиçен айне пулни, пай çĕрĕсене вăрман пусни, ял çумĕнчи пĕвесем вырăнĕнче ирĕк илмен çÿп-çап полигонĕсем уçăлни т. ыт. те. Хамăра хупăрлакан тавралăхра, урамра çакăн пек йĕркесĕрлĕх вăй илсе пынине курсан çамрăксем ял малашлăхне ĕненменнине ăнланма пулать. Çавăнпах пулĕ ялта пÿртсем хупăнаççĕ, район центрĕнче хваттерсем пушă лараççĕ.

Хупăннă ял... Хăрушла сăмах çаврăнăш. Анчах, темĕнле пулсан та, юлашки вăхăтра пирĕн пурнăçра тата чунăмăрсенче вăл вăй илсех пырать. Нивушлĕ эпир хамăр çине хамăр хуçалла пăхайми пултăмăр? Çакăн пек ыйту çуралчĕ манăн Муркаш салинчи Октябре 50 çул урамри котельнăй вырнаçнă тĕлти "çынсем маннă" вырăна çитсен (сăн ÿкерчĕксенче).

Хваттерсене электричество çути валеçекен трансформатор вырнаçнă, çынсене ырлăхпа тивĕçтерекен çут çанталăк газĕ пыракан пăрăхсем иртекен çырма-çатраллă мар вырăнта вутă-шанкă, матрас, пушă кĕленчепе йăлари çÿп-çап, кивĕ хут купаланса выртнă ÿкерчĕк пурнăçăмăрта ĕмĕртен ĕмĕре çирĕпленнĕ йĕркелĕх умĕнче эпир паян вăйсăрри пирки калать. Ăнсăртран вут-çулăм сиксе тухса çакăнта инкек пуласси специалист куçĕпе пăхмасăрах курăнать. Анчах хальлĕхе кунта никамăн та алă çитмест-ха. Апла пулсан - çирĕплетсех калар - вăл чăнах та "халăх маннă вырăн"...

Кунта йĕрке тăвасси вăл çĕнĕ ферма çĕклесси, çĕнĕ шкул ĕçе кĕртесси, çĕнĕ автобус туянасси мар ĕнтĕ. Ăна валли миллион мар, çĕр пин тенкĕ те, Президент çирĕплетнĕ патшалăх программи те кирлĕ пек туйăнмасть. Тен эпĕ йăнăшатăп... Апла пулсан та маларах çырнишĕн каçару ыйтма чĕлхе çаврăнмасть. Кунта пĕр-пĕр кун инкек сиксе тухиччен йĕрке тума майĕ çук-ши?

ХУШСА КАЛАНИ. Ыйтăвне вара çынна питлесе калаçакан муркашсем хăйсем кăларса тăратни те куçкĕрет. Пĕри вутă купаламасан, иккĕмĕшĕ кивĕ матраса е йăлари çÿп-çапа тултарнă михĕне кăларса хумасан, виççĕмĕшĕ кĕленчине ывăтмасан, çакăн пек вырăн çуралмастех.

Çапах та айăпне паян пĕрин çинчен теприн çине йăвантарса инкек алăкран шакканинчен çывăрса юлмăпăр-ши; Кая юлас марччĕ. Яваплисем çывăх вăхăтрах тупăнасса шанас килет.

А. БЕЛОВ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.      

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика