Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп кĕнекине кĕртнĕ

07 июня 2017 г.

Муркаш ен пурнăçĕпе унăн аталанăвне уйрăмах пысăк тÿпе хывакансене районти Хисеп кĕнекине кĕртесси - ырă йăлара. Çĕртме уйăхĕччен унта 37 ентеш ячĕ пулнă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ 39 çынна çитрĕ. Иккĕшне - Валерий Михайлович Васильевпа (1957 - 2015 ç.ç.) 1944 çулта çуралнă Раиса Ивановна Калининăна - Хисеп кĕнекине кĕртессипе çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пынипе комисси ларăвĕ иртрĕ.

В. Васильев хăйĕн ĕç ĕмĕрне халăха вĕрентессине халалланă: 1987 - 2006 çулсенче районти вĕренÿ пайне ертсе пынă, ун хыççăн 2015 çулччен Чуманкассинчи вăтам шкул ертÿçинче вăй хунă. Обществăлла ĕçре активлăскер, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ те пулнă. Ĕçри хастарлăхшăн ăна "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăпа чысланă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Р. Калинина хăйĕн ĕç ĕмĕрне Ярапайкасси ял тăрăхĕнче "хурçă утпа" ĕçлессине халалланă. Вăл РСФСРти çамрăксен тава тивĕçлĕ наставникĕ, Пĕтĕм Союзри колхозниксен 4-мĕш съезчĕн делегачĕ (1988 ç). Трактористкăна ĕçри хастарлăхшăн Ĕç Мухтавĕн 3 степень орденĕпе, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

В. Васильевпа Р. Калинина муркашсемшĕн, уйрăмах çамрăк ăрушăн, ялан ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика