Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулĕ Акатуйпа вĕçленчĕ

03 июня 2017 г.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленнине халалласа А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче Акатуй иртрĕ. Йăлана кĕнĕ уяв çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче пулчĕ.

Ир-ирех ачасем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе шкул садĕнче хурансем çакрĕç, сĕтел çине тĕрлĕ апат-çимĕç лартрĕç. Малтанхи кунсенче кашни класс хăйĕн картине, апат хатĕрлемелли вырăна, "кил-çурта" илемлетрĕ, тирпейлерĕ.

Акатуй вăйă картипе пуçланчĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă ача-пăча, яш-кĕрĕм карталанса утни чуна тыткăнларĕ. Акатуя уçнă май шкул директорĕ Татьяна Ершова (вăл та, пур вĕрентекен те чăваш тумĕпе пулчĕç) чи хастар та пултаруллă вĕренекенсене грамотăсемпе чысларĕ, ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене Тав хучĕпе хавхалантарчĕ. Чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин чăваш халăх йăли-йĕркине упрасси пирки каларĕ, ачасене малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

Хĕрачасен чăваш ташшине, 3-мĕш класра вĕренекенсен Çăварни йăлине курса тата Саида Колдашовăн "Тăван яла" юррине итлесе савăннă хыççăн ачасемпе вĕрентекенсем хăйсен "кил-çурчĕсене" çул тытрĕç.

Кашни класс "Техĕмлĕ апат-çимĕç" тата "Чи илемлĕ те тирпейлĕ картиш" конкурса хатĕрленнĕ. Кашни класăн сĕтелĕ çинче чăкăт, çуху, хуплу, хуран кукли, шăрттан, тултармăш тата чăвашсен ытти апат-çимĕçне курма пулчĕ.

Хăш-пĕр класс уяв валли ятарласа канмалли пÿрт те ăсталанă, кил картине çатан картапа тытса çавăрнă, ку тĕлĕшпе уйрăмах 3, 5, 6 классен картишĕсене ырăпа асăнмалла.

Лайăх апатланнă хыççăн ачасем вăййа тухрĕç. Вĕрентекенсем ертсе пынипе ачасем чăваш вăййисене аса илчĕç: татăкла, çĕрĕ ямалла, ят пĕлмелле, чĕн пиçиххилле тата ытти те. Вăтам классем пĕр-пĕринпе лапталла выляса ăмăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна саккăрмĕшсем тухрĕç.

Кăнтăр иртсен Акатуя пĕтĕмлетрĕмĕр. Тĕрлĕ ăмăртура мала тухнă классем парнесене тивĕçрĕç. Тепĕр хут апатланнă хыççăн ачасем савăк кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

Акатуй йышши уявсем питĕ кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чăваш тумне тумланса, тăван халăх апат-çимĕçне çисе, юрласа-ташласа, выляса-кулса ÿссен кăна ача-пăча тăван чĕлхене манмĕ, чăваш халăхĕ те малалла аталанса пырĕ.

Э. ПОРТНОВА.

Калайкасси шкулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика