Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем хваттерлĕ пулаççĕ

03 июня 2017 г.

Район администрацийĕнче çамрăк çемьесем пухăнчĕç. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, Муркаш районĕ япăх мар ĕçлесе пырать, вăл шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес программăсене хутшăнассипе те.   

- Эпĕ сирĕншĕн питĕ хавас. Патшалăх сертификачĕ сирĕн пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшĕ. Хăтлă çурт-йĕрлĕ пулса  тăван район ăнăçлăхĕшĕн пĕрле тăрăшмалла, - терĕ Ростислав Николаевич çамрăк çемьесене саламланă май.

Савăнăçлă лару-тăрура Р. Тимофеев 24 çамрăк çемьене сертификат парса чысларĕ. Çак самантра кашнин  сăн-питĕнче савăнăç палăрчĕ. Асăннă сертификат пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма май парать.  Вĕсем федерацин "Жилище" тĕллевлĕ программăн "Обеспечение жильем молодых семей" хушма программи шайĕнче патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Çак 24 çемье валли уйăрнă пулăшу калăпăшĕ 13708,8 пин тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмпе ку тĕлĕшпе 15205,4 пин тенкĕ уйăрнă. Çитес вăхăтра тата тепĕр çемье çак савăнăçа туйма пултарĕ.

Пĕтĕмпе вара иртнĕ çул 66 çемье 67,6 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ программа шайĕнче хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма пултарнă. Малашне те ку енĕпе район тĕллевлĕ ĕçлеме палăртнă.

"Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 - 2017 годы и на период до 2020 года" федераци программи шайĕнче  кăçал  9 çемье хăтлă çурт-йĕрлĕ пулĕ, вăл шутра: 8 çамрăк специалист, 1 гражданин. Вĕсем 7121,1 пин тенкĕлĕх пулăшупа усă курма пултарĕç.

Кăçал икĕ тăлăх ача çĕнĕ хваттере куçрĕ. Çавăн пекех çитес вăхăтра  асăннă категорири 1 ача çурт-йĕр условине лайăхлатĕ. Ку тĕлĕшпе пĕтĕмпе 2785,86 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

Нумай ачаллă çемьесем те - пысăк тимлĕхре. 5 е ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме  района 5968,3 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çулталăк пуçланнă тĕле пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатассинче патшалăх пулăшăвĕ илме право пуррисен учетне  312 граждана илнĕ. Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси те районта малалла пырать.

Район экономики аталаннине тĕрлĕ ĕçпе çирĕплетме пулать. "Сеспель" ЗАО производстви анлăланса пынă май хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленсе пыраççĕ. Апла пулсан савăнăçлă мероприятие пухăннисене те анлă производство кĕтет.         

Хăтлă зала пухăннисен савăнăçĕ чикĕсĕр пулчĕ. Кĕçех вĕсем пурнăçри питех те пысăк ыйтăва татса парĕç. Чылайăшĕн шухăшĕ тăрăх, вĕсем республикăн тĕп хулинче хваттерлĕ пулас шухăшлă. Савăнăçлă мероприятие Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Петр Прокопьев ырă сăмахпа пĕтĕмлетрĕ. Вăл  шалти ĕçсен министерствин республикăри пайĕнче тăрăшать. Хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, вĕсем черетре виçĕ çул тăнă, çемье тинех пысăк телее кĕтсе илнĕ.  Вăл палăртнă тăрăх, район çамрăк çемьесене пулăшассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Çавна  май пухăннисем ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхне Р. Тимофеева, Чăваш Ен Пуçлăхне М. Игнатьева  тав турĕ. Малашне те пĕрле тăрăшмаллине палăртрĕ.

Р. Илларионова.

Сăн ÿкерчĕкре: Р. Тимофеев Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Федоровсен çемйине сертификат пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика