Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтавлă новатор

03 июня 2017 г.

Аркадий Павлович Айдакпа эпĕ 1984 çулта ЧАССР ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулнă чух çывăх паллашрăм. Вăл хăйĕн тĕп зоотехникĕпе З.А. Павловăпа пĕрле министерствăна пынăччĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе малалла аталантарас ыйтусене татса памалла пулнă. «Ленинская искра» колхоз дояркăсене икĕ сменăллă ĕç çине куçарнă.

1985 çулхи мартран, мана КПСС Етĕрне райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйласан, унпа тачă çыхăнса ĕçлеме тиврĕ.

Ĕçсем еплерех пынипе паллашнă хыççăн, Етĕрне районĕ тĕплĕ строительство енĕпе кÿршĕллĕ муркашсенчен темиçе хут кая юлса пыни паллă пулчĕ. Шкулсемпе ача сачĕсем, клубсем, выльăх-чĕрлĕх фермисем туман. «Ленинская искра» колхозăн, финанс тĕлĕшпе çирĕп хуçалăхăн, Патшалăх банкĕн уйрăмĕнчи расчет счечĕ çинче усă курман тăватă миллион тенкĕ укçа выртнă. Колхоз председателĕпе тата правлени членĕсемпе темиçе хут тĕл пулнă хыççăн социаллă пурнăçпа культура объекчĕсене тума тытăнма йышăнтăмăр. Элешкушкăнь ялĕнчи участок больницине тунă май колхоз çуртăн цоколь пайĕнче шывпа пылчăк лечебници тата мрамор урайпа гипс мачча валли хăйĕн укçи-тенкине уйăрса панă. «Ядринское» МСО строителĕсем икĕ сменăпа ĕçленĕ. Иккĕмĕш сменăра ĕçлекенсене колхоз шалу çумне 50 процент хушса тÿленĕ. Çак пур енлĕ пулăшăва пула 1988 çулхи çулла выртмалли 50 вырăнлă участок больницине хута ячĕç. Кун хыççăн Тури Ачак (1989 çулта) тата Хучаш ялĕсенче (1991 çулта) вăтам шкулсен теплицăсемлĕ типлă çурчĕсене ĕçе кĕртрĕç.

Аркадий Павлович кулленхи пурнăçри мĕнпур ыйтăва колхоз уставĕн йĕркипе тунă. Тĕслĕхрен, Тури Ачак ялĕнче котельнăй хута янă чух фондсем тăрăх «Универсал» чукун хурансем тупма май пулман. Анчах унăн специалисчĕсем хурçă пăрăхсенчен тунă хурансем кăларакан промышленность предприятине шыраса тупнă. Анчах лешсем вĕсемшĕн укçа мар, пĕр хураншăн пĕр вăкăр ыйтнă. Колхоз председателĕ самантрах правлени ларăвне пухнă, пĕрлехи йышăнупа хурансемшĕн тăватă вăкăр уйăрса пама килĕшсе татăлнă.

Кирек епле ыйтăва та вăл вăйпа мар, ĕнентерме пултарнипе татса панă. А.П. Айдака çут çанталăк педагог тата психолог пултарулăхне панă. Вăл çавăн пекех кашни ял патне асфальт çул тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. 1988 çулта «Дорисс» ОАО вăйĕпе Наснар, Яракасси ялĕсем, сăра завочĕ патне çулсем тунă. Строительство калăпăшĕ çултан-çул ÿссе пынă. Колхоз техника тата ĕç вăйĕ уйăрса парса пулăшнă. Ку ĕçе эпир 2000 çулта вĕçлерĕмĕр, колхозри 14 яла асфальт çулпа тивĕçтертĕмĕр.

1988 çулта А.П. Айдака СССР халăх депутатне суйларĕç. Район ертÿçисем тата партипе хуçалăх активĕ унăн кандидатурине пĕр саслăн ырларĕç. Çак шанăçа вăл хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе тÿрре кăларчĕ. 1989 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче колхоз специалисчĕсем вăй хунипе Тури Ачак ялĕнчи колхозниксен çурчĕсене çут çанталăк газĕ çитрĕ. Ку Етĕрне районĕн сылтăм пайĕнчи мĕнпур яла газ кĕртес ĕç пуçламăшĕ пулса тăчĕ. Çав çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Аркадий Павлович хăй вăхăтĕнче вĕреннĕ Палтайри вăтам шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне хута ячĕç.

Аркадий Павлович пысăк пĕлÿллĕ çын пулнă. Вăл пĕр шухăшлă çынсен профессиллĕ командине туса хунă. Хăйĕн мĕнпур ĕçĕпе палăртса хунисене пурнăçлама отрасль специалисчĕсемпе канашланă. Район шайĕнче председательсемпе директорсен советне (РАПО советне) йĕркеленĕ. Унта техника, фонд материалĕсене уйăрса парас ыйтусене пăхса тухнă, райĕçтăвкома çирĕплетме памалли сĕнÿсене кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, экономика тĕлĕшпе вăйсăр хуçалăхсем («Россия», Мартьянов ячĕллĕ, «Кировец» колхозсем) валли ял хуçалăх продукцине туянмалли хаксем çине 70 процент таран хушса тÿленĕ. «Ленинская искра», «Аврора» колхозсене тата «Ядринский» совхоза ку укçана паман. Вăйсăр хуçалăхсене пулăшнă евĕр пулса тухнă. Ку тĕрĕсмарлăха кая юлса пыракан хуçалăхсене хушса тÿлекен укçана 20 процент таран чакарса ăна малта пыракан хуçалăхсене куçарса парса татса панă.

Колхоз ертÿçисем икĕ пушар машини валли служба пÿлĕмĕсемлĕ пушар деповĕ туса хурасси питĕ кирлĕ тесе шутланă. Ку мĕнпур яла пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтернĕ. Кунта кашни сменăра икĕ водительпе боец талăкĕпе дежурствăра тăнă. Колхоз ку тытăма хăйĕн укçипе тытса тăнă. «Ленинская искра» тĕслĕхĕпе районти вунсакăр хуçалăхра типлă депосем туса хунă. Вĕсенче 24 пушар машини пулнă.   А. Айдак пуçарăвĕпе «Ленинская искра» тата «Заветы Ильича» колхозсен никĕсĕ çинче 1984 - 1985 çулсенче РСФСР пушар хуралĕн пайĕсемпе управленийĕсен пуçлăхĕсемпе опытпа ылмашăнас тĕлĕшпе семинар-канашлусем ирттернĕ. Мероприятисене СССР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Заботин генерал-лейтенант тата пушар хуралĕн управленийĕн пуçлăхĕ Микеев генерал-майор хутшăннă.

Колхозра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене тивĕçлипе сума сунă. Яракасси ялĕнче пуç хунă салтаксене асăнса кĕмĕл чăрăшсенчен аллея лартнă тата тыл ĕçченĕсене халалланă асăну комплексне тунă. Ку комплекс Чăваш Енре пĕрремĕш пулнă.

Аркадий Павлович Айдак, пĕлÿллĕ тата малашнехине куракан ертÿçĕ пулнă май, хăйĕн ĕç-хĕлĕнче Етĕрне районне пысăк кăтартусем тума тата Чăваш Республикинче малтисен йышĕнче пулма пулăшнă. Вăл лайăх вĕрентекен тата мухтавлă новатор пулнă.

Л. Софронов,

Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕ, 1979-1983 çулсенче Муркаш райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика