Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта федерацин тĕп инспекторĕ пулчĕ

03 июня 2017 г.

Района федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Г. Федоров тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Кудряшов килчĕç. Чи малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тĕл пулса калаçрĕç. Ростислав Николаевич вĕсене районăн кăçалхи тăватă уйăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Хыççăн сумлă делегаци, вăл шутра район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова, Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин "ЮНИТЕКС" центрĕн представителĕсем, Муркашпа Элĕк районĕсен çар комиссарĕ В. Казаков тата ыттисем, Çатракасси шкулне çитсе курчĕç. Унта 10-мĕш классенче вĕренекенсен çарпа патриот вĕрентĕвĕ пырать, яшсем çар ĕçне хăнăхаççĕ. Çарчченхи хатĕрленÿ мероприятийĕ яшсен чун-чĕре çирĕплĕхне, пĕрлĕхпе патриотлăх туйăмне аталантарать. Республикăра 2016 - 2017 çулсенчи вĕренÿ тапхăрĕнче çар вĕрентĕвне 5280 яша явăçтарма палăртнă, вăл шутра 2388-шĕ - шкулсенчен.

Г. Федоров яшсемпе тĕл пулнă май çакăн пек мероприяти кашни çамрăкшăн пысăк пĕлтерĕшлине, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни яшăн тĕп тивĕçĕ пулнине палăртрĕ. Яшсене çар ретне тăма ăнăçлă хатĕрленме Геннадий Семенович тата ыттисем ăнăçу сунчĕç.

Ĕç ушкăнĕ яшсем çар ĕçне епле хăнăхнипе паллашрĕ. Палăртма кăмăллă, Муркаш районĕн яшĕсем яланах ку тĕлĕшри мероприятисенче активлăхпа палăраççĕ. Ырă тĕслĕх илмелли хастар çынсем район территорийĕнче вара сахал мар.

Малашнехи ĕçлĕ калаçу çавра сĕтел хушшинче иртрĕ. Унта вĕренÿ организацийĕсенчи директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, ОБЖ предмечĕпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

- Районти çамрăксемпе çарпа патриот воспитанийĕ енĕпе ĕçлессине çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Çакна эпĕ паян тепĕр хут курса ĕнентĕм. Манăн ĕçлĕ çул çÿрев те çакăнпах çыхăннă, малтанхи пусăмсенче çар ĕçне хăнăхтарассине епле йĕркелени маншăн кăсăклă пулчĕ, - терĕ Геннадий Федоров муркашсен ĕçне ырласа.

Асăннă ĕç патшалăх влаçĕшĕн те, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемшĕн те яланах приоритетлă шутланать. Çамрăксенче çарпа патриот туйăмлăхне вăйлатас тĕлĕшпе йышăннă программăсене пурнăçласа пынă май, РФ Президенчĕн Атăл çи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М. Бабич Атăл çи федераци округĕнче кадет корпусĕсен тытăмне йĕркелеме йышăну тунă. Çавна май   Геннадий Семенович палăртнă тăрăх, 5 корпус йĕркеленĕ те ĕнтĕ, Шупашкар хулинче 6-мĕшне хута ярассипе тимлеççĕ.

Мероприятие хутшăнакан Сергей Кудряшов та муркашсене ырăпа палăртрĕ. Çамрăк ăрăва çарпа патриот воспитанийĕ парассипе вĕсем республикăра лайăххисен шутĕнче, Чăваш Ен призывникĕсем - чи тивĕçлисем йышĕнче.

- Чи пĕлтерĕшли - çак системăна шкулти вĕренĕвĕн малтанхи çулĕсенчех ăнăçлă йĕркелени. Тĕп задача - çамрăк ăрăва асаттесемпе ватă асаттесен ырă тĕслĕхĕ çинче вĕрентесси. Çакна муркашсем ăнăçлă йĕркеленине куратăп, - терĕ Сергей Владимирович.

Тĕп докладпа вĕренÿ пайĕн ертÿçи З. Дипломатова паллаштарчĕ, çÿлерех асăннă ĕçе район шайĕнче вăя кĕртсе пыни çинче чарăнчĕ. Тăван çĕршыва юратма вĕрентессинче ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май прокуратурăпа çар комиссариачĕн тата ытти ведомствăн ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулу ирттереççĕ. Çамрăк армеецсен республикăри спартакиадинче те муркашсем призлă вырăнсене йышăнаççĕ. "Родина" çарпа патриот клубĕ 2012 çултан пуçласа çулсеренех "Зарница" тата "Орленок" вăййисен республикăри финалĕнче çĕнтерÿçĕ пулса савăнтарать. Çавăн пекех ытти çитĕнÿ çинче те чарăнчĕ вăл.

Геннадий Семенович районăн ку тĕлĕшри ĕçне ырларĕ, мĕн пурнăçланипе кăмăллă пулчĕ, йывăрлăхсемпе кăсăкланчĕ. Зоя Юрьевна палăртнă тăрăх, шкулсенче пурлăхпа техника бази тивĕçлĕ шайра мар, май пур таран çакна çĕнетме, пуянлатма ыйтрĕ. ОБЖ предметне вĕрентекенсем асăннă урока пĕрремĕш класран пуçласа вăя кĕртессине тата эрнере икĕ сехет вĕрентессине пăхса тухма ыйтрĕç, çарпа патриот воспитанийĕ тĕлĕшпе грант валли документ хатĕрлессине ансатлатма сĕнчĕç.

Депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ А. Иванов ОБЖ преподавателĕсене тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр пысăк ĕç пурнăçланăшăн, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хатĕрленĕшĕн тав турĕ.

Çавра сĕтел калаçăвне пĕтĕмлетнĕ май ачасене мероприятисене хутшăнма пулăшнăшăн, çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ пама тăрăшнăшăн Р. Тимофеев ашшĕ-амăшне тав сăмахĕ каларĕ. Çавăн пекех Ростислав Николаевич район администрацийĕ çамрăксен пуçарулăхне пулăшма хатĕррине палăртрĕ.

Р. Илларионова.

Фоторепортаж - хаçат сайтĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика