Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

31 мая 2017 г.

Патшалăх пулăшăвĕ ÿсет

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен канашлура çурхи ака-суха ĕçĕсем епле пынине тишкерсе тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ака ĕçĕсене 199,5 пин гектар çинче (96,9 процент) пурнăçланă.

10 муниципаллă районта çак куна ака ĕçĕсене планпа пăхнă чухлех пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.

Канашлура ака ĕçĕсемпе пĕрлех агропромышленность комплексĕ тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕн ыйтăвне те пăхса тухнă. Сергей Артамонов каланă тăрăх, Чăваш Республикин агропромышленность комплексне аталантарма 2017 çул валли патшалăх пулăшăвне 2331,1 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 10 процент ытларах.

Çĕршыв правительстви ял хуçалăхне аталантарассипе патшалăх программине финанслассине кăçал 9 миллиард тенкĕ чухлĕ пысăклатса 225 миллиард тенкĕне çитерме сĕнет. Кун пирки 2017 çул валли пăхнă бюджета улшăнусем кĕртсе материалсене Патшалăх Думине çитернĕ.

Республика кунĕ çывхарать

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Владимир Аврелькин регионсем хушшинче 24-мĕш хут иртекен "Регионсем - чикĕсĕр хутшăну" выставкăна хатĕрленни пирки каласа панă. Выставка çĕртме уйăхĕн 23 - 25-мĕшĕсенче Шупашкарти "Контур" выставкăпа суту-илÿ комплексĕнче иртмелле.

ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев халăх пултарулăхĕн пĕтĕм Раççейри "Раççей çăлкуçĕсем" фестивальне хатĕрленни пирки каласа панă. Асăннă фестиваль, ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, Республика Кунĕн шайĕнче пулать. Министр каланă тăрăх, унта хутшăнма 44 регионтан (иртнĕ çул 27 регион пулнă) кăмăл тунине пĕлтернĕ те ĕнтĕ.

Республика Кунĕ кăçал Шупашкарпа Пăрачкав районĕнче иртет. Республика Пуçлăхĕ уявăн пур мероприятине те çÿллĕ шайра ирттерме хулапа района тирпей-илем кĕртмелли пирки уйрăммăн чарăнса тăнă.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика