Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырантан - каникул, лагерь

31 мая 2017 г.

2017 çулта ачасен сывлăхне çирĕплетмелли кампание тивĕçлĕ шайра пурнăçлама Муркаш районĕнче ведомствăсем хушшинчи комисси йĕркеленĕ. Ачасен канăвне, вĕсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине тата вĕсен сывлăхне çирĕплетме пăхса хунă мероприятисене туса ирттерессине район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕ çине хунă.

Çавна май ачасен канăвне йĕркелемелли самантсем пирки вĕренÿ пайĕн пуçлăхне Зоя ДИПЛОМАТОВĂНА каласа пама ыйтрăмăр:

- Палăртнă кампание пурнăçлама 2017 çулта вырăнти бюджетра 5 млн та 663 пин те 400 тенкĕ пăхса хунă. Вăл шутра шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли тата профиль сменăпа ĕçлекен лагерьсем валли - 3 млн та 116 пин те 300 тенкĕ, 400 пин тенкĕ - палата лагерьне йĕркелеме, ытти - хула тулашĕнчи лагерьсенче ачасене сывлăхне çирĕплетме тата канăвне йĕркелеме.

Ырантан районти 22 шкул çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли (21 кун) тата профиль (10 кун) лагерĕсем ĕçлеме тытăнаççĕ. Планланă тăрăх, çак лагерьсене пурĕ 2255 ача çÿрĕ, вĕсенчен 34 процента яхăн - сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене.

Профиль сменисене федерацин вĕренÿ патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелеме тăрăшатпăр. Çапла вара инженерипе программировани енĕпе ĕçлекен сменăсем те, этнокультура аталанăвĕ енĕпе те, ытти енпе ĕçлекен лагерьсем те ачасене йышăнĕç. Çул-йĕр юхăмĕн çамрăк инспекторĕсен тата çамрăк пушарнăйсен дружинисен профиль сменисем те пулĕç кăçал.

Каласа хăвармалла, йывăр лару-тăрура ÿсекен ачасем валли Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин Муркаш районĕнчи социаллă услугăсемпе тивĕçтерекен центр урлă Чуманкасси тата Йÿçкасси вăтам шкулĕсенче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем те ĕçлĕç.

Хула тулашĕнчи лагерьсене çуллахи вăхăтра пирĕн районти пурĕ 77 ача кайма хатĕрленет: сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене те, ятарлă профильпе ĕçлекен лагерьсене те.

Çуркуннехи каникулта та пирĕн районти ачасем хăйсен сывлăхне хула тулашĕнчи лагерьте çирĕплетме пултарчĕç: шкула çÿрекен 103 ача "Жемчужина Чувашии" пĕрлешĕвĕн лагерĕнче канчĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика