Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялан ырă тĕслĕхре

31 мая 2017 г.

Раççей Федерацийĕнче юлашки çулсенче çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас ĕç çине тимлĕрех пăхма пуçлани ырă шанăç çуратать. Унăн никĕсĕнче - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе çĕршыв приказне тĕрлĕ хирĕçтăрусенче пурнăçлама хутшăннисене, Раççейăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă салтаксене туллин хисеп туни.

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕршыври чикĕ хÿтĕлевçисем хăйсен уявне паллă турĕç. Пирĕн районта та вĕсен йышĕ пĕчĕк мар. Çарта малтисен ретĕнче пулнисем мирлĕ пурнăçра та алă усмаççĕ. Нумай чух хăйсен ĕçĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çак сăмахсем - эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре куракан Валерий Прокопьев пирки те. Çатракасси ял тăрăхĕнчи Торинкассинче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ яш салтак кайма çул çитсен 1978 - 1980 çулсене Инçет Хĕвел Тухăçĕнче Китай чиккинче службăра ирттернĕ.

Торинкасси каччи çара кайиччен ДОСААФра водителе вĕреннĕскер, хăйĕн юратнă ĕçне те çарта пуçлать. Унтан таврăнсан пĕрлешÿллĕ хуçалăх производствинче нумай çул тăрăшнă Валерий Александрович паян Çатракассинчи вăтам шкулта автобус водителĕнче вăй хурать.

- Хамăр службăра аттесен ятне яманнишĕн чун савăнать. Шкултан вĕренсе тухакан каччăсене те хамăр хушăри калаçусенче пĕр шикленмесĕр çар ретне тăма сĕнетĕп. Çар служби арçыншăн пурнăç шкулĕ пулни пирки каласа паратăп, хамăн сăмахсене тĕслĕхсемпе çирĕплететĕп. Çак калаçусенче хама ăнланакансем пурришĕн савăнатăп, - терĕ саппасри чикĕ хÿтĕлевçи хăйĕн ашшĕ Çурçĕрти Тинĕс-Çар флочĕн морякĕ пулнине палăртса.

Ĕнерхи çар çынни шкулта автобус водителĕнче ĕçленипе пĕрлех мăшăрĕпе - Çатракассинчи вăтам шкулта пуçламăш классене чĕрĕк ĕмĕре яхăн вĕрентекен Зоя Тимофеевнăпа -  килти пысăк хушма хуçалăх тытаççĕ. Çапла вара ăспа çеç мар, ĕçпе те çитĕнекен ăрушăн вĕсем пысăк тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Сăмах ку тĕле çитсен Валерий Александрович малтанах мăшăрĕ чечексем юратни çине тимлĕх уйăрчĕ.

- Мăшăрăм чечексемпе туслă пулни мана та ĕç çине тимлĕрех пăхма хистет. Ĕçпе туслă пулни пурнăç илемне çуратать, аталану çулне уçать. Ĕçе кайма тухсан та, киле пырса кĕрсен те чечексем хушшипе иртнĕ чух ывăнни самантрах  иртет, ырă шанăçпа çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуралать. Чечек вăл пурнăçа юратакансем, илеме курма пĕлекенсем патĕнче хунаса ÿсет. Лайăх пăхнипех-тăр тĕрлĕ çÿллĕш ÿснĕ чечексем çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех килти хушма хуçалăха илем кÿреççĕ, - кăмăллăн каласа парать Валерий Александрович мăшăрĕн ĕçне хакласа.

Ĕçри ăнăçура, килти хушма хуçалăхри ÿсĕмре кил хуçисен  тирпейлĕхĕпе пĕрлехи тăрăшулăхĕ тĕп вырăнта тăраççĕ. Çапла вара туслă мăшăр пĕр-пĕрне час-часах ырă сĕнÿсемпе хавхалантарни Прокопьевсене сад-пахчапа, икĕ пай çĕрĕпе, 60 сотка çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă курса 2 ĕне, 2 вăкăр, йышлă чăх-чĕп, нумай кăвакал тытма  пулăшать. Çакна курса ÿснĕ ывăлĕпе хĕрĕ те ашшĕпе амăшĕшĕн килти хушма хуçалăхра паян пысăк тĕкĕ пулса тăраççĕ.

- Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, - ăшă кулăпа хуравларĕ автобус водителĕ  ачисем епле пулăшнипе интересленсен.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика