Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк тусĕсем

27 мая 2017 г.

Тăван тавралăх илемĕ вăл - лаштра йăмрасемлĕ уличче, улма-çырла йывăçĕсемпе пуян сад-пахча, кайăксен юррипе тулнă çывăхри ĕшне, çăка шăрши сарăлнă урампа тăкăрлăк тата çак илемшĕн ĕмĕрĕпех ĕçлекен ял çынни. Çакна кашниех ăнланатпăр, анчах ăна пурнăçа кĕртекен пирĕн хушăмăрта пĕр-икĕ çын кăна. Ку хутĕнче эпĕ шăпах çав сайра ушкăнри мăшăрпа тĕл пултăм.

...Катькассине пырса кĕрекен çул хĕррипе тăршшĕпех икĕ ретпе çамрăк йывăçсем ÿсеççĕ. Ытларахăшĕ çăка, хурăн, чăрăш. Тĕрлĕ ÿсĕмри пур вĕсем хушшинче. Апла пулсан вĕсене лартаканĕ хăйĕн ырă ĕçне çуллен пурнăçлать. Ырă ĕç тăваканăн кăмăлĕ те ырă. Çакна паян эпĕ асăннă ялăн урам пуçламăшĕнчех пурăнакан Валентинăпа Валерий Бычковсем пирки те çирĕплетсех калайратăп.

Ял çыннин кил таврашĕнче ĕçсĕр пулмасть. Акă эпĕ пырса кĕнĕ чух та мăшăр пахчаран кĕчĕ. "Пахча пире тăрантарать. Апла пулсан унти ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçламалла. Çавăн чухне çеç çичĕ хут тар тăкни каялла тулли çимĕçпе таврăнать", - терĕ мана пÿртелле иртме сĕнсе çемье пуçĕ. Çиччĕмĕш теçеткепе пыраканскер 15-мĕш çул ĕнтĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат-çуртне  черетпе ĕçе çÿрет. Килте те тирпейлĕхе юратаканскер, унта та газ операторĕпе электрик тивĕçне пурнăçланă хушăрах территорие тирпейлессине те иккĕмĕш вырăна хăвармасть вăл.

- Ĕçлемесĕр пурăнман. Анчах таçта вăй хурсан та тирпейлĕх ыйтăвне, тăван тавралăха юратассине манман. Çак юрату пурнăçпа тан пыма тĕкĕ парать тесе шутлатăп паян. Акă пахчана пăхатăп та 20 яхăн улмуççи, тĕрлĕрен сливăпа чие йывăççи, хура слива, 2 тĕслĕ виноград, 3 - 4 сортлă виктори т. ыт. те, - çул хĕрринчи çăкасен сулхăнĕпе утнă май калаçать Валерий Александрович. -  Ÿссе çитнĕ пĕр çăкаран пыл хурчĕсем 4 килограмм пыл илеççĕ тесе  асаттесем каланине шута илсе çăкасемпе ытларах туслă эпĕ. Килти хушма хуçалăхра вĕлле хурчĕсем пуртан çăкасем чечекре ларнă чух вĕсем çинче пыл хурчĕсем сĕрленине итлетĕп те хам йывăç лартма юратнишĕн савăнатăп.

Тăван тавралăх пуянлăхĕшĕн тăрăшакан мăшăр йывăç лартассине те, çырла йăранĕ тăвассине-çĕнетессине те хăйсен тĕп ĕçĕ пекех йышăнать.  

- Çут çанталăк илемĕ вăл пур енлĕ пулмалла. Тăван ен чечексен ытамне путнипе пĕрлех вăхăт çитсен çывăхри вăрмансемпе ĕшнесем кайăксен илемлĕ юррипе тулччăр. Килти хушма хуçалăхри сад-пахча та хăйĕн хуçине экологи енчен таса продукципе çителĕклĕ тивĕçтертĕр. Ытлашшине сутлăха илсе тухса хушма хуçалăха малалла аталантарасси, пурнăçа ялан тĕкĕ парса пырасси - ял çыннин пурнăçĕн пĕр пайĕ. Çакна асра тытса аталантаратпăр та хамăрăн килти хушма хуçалăха, - калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи мăшăрĕ Валентина Севастьяновна.

Ĕçрен ютшăнман туслă мăшăр виктори çырли туса илессипе маçтăр пулнине те палăртмасăр иртме çук. 1975 çулта çемье çавăрсан çамрăк мăшăр пĕрремĕш çырла йăранĕ тунă та çак ĕçе аталантарса, халăх калашле, пăчĕпех тăвар çинĕ. 30 соткăна яхăн йышăнакан çырла йăранĕ сывă аталантăр тесе вĕсене агротехнологипе килĕшÿллĕ пăхса тăрасси, йăрансем çинче викторин 5 сортне аталантарасси, çырла пиçнĕ тапхăрта вĕсене вăхăтра татса сутлăха илсе тухасси çăмăл ĕç маррине килте пĕр йăран та пулин çырла ÿстерекен ăнланатех. Кунта вара 30 сотка... Юрать çĕр çинче ĕçлеме "Крот" тата "Агро" мотоблоксем пур. 47 çул водитель стажлĕ кил хуçишĕн вĕсем - юратнă ĕçе малалла тăсма пулăшакансем.

Çуркунне-кĕркунне йывăçсем чылай лартса тата пахчара ырми-канми ĕçлесе икĕ хĕрпе ывăл (вăл вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă) çуратса ÿстернĕ Валерий пиччепе Валентина аппа килти хушма хуçалăхри сарай-витене те нихăçан пушă тытман. Ĕне, пăру, кроликсемпе чăх-чĕп усрани  çемье бюджетне тăтăш хулăнлатса пырать. Сĕтне те, çăмартине те витри-витрипе сутма хал çитереççĕ вĕсем. Шутлатăп та, пĕр çеккунт та пушшăн ирттермест ĕçчен мăшăр.

Асăннă мăшăрпа калаçнă, вĕсен килти хушма хуçалăхĕпе паллашнă май кунта экологи ыйтăвĕ маларах вырăнта тăни кашни утăмра курăнчĕ. Тăван тавралăха сыхламалли çулталăк пулнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экологишĕн кашниех яваплă пулнине палăртни Бычковсемшĕн те ют мар. Çут çанталăк илемĕ, çав илеме вăй çитнĕ чухлĕ аталантарни тата тăван тавралăха пĕлсе упрани - кун йĕркинчен нихăçан та тухман ыйтусем. Кун йĕркинчи ĕçсене çиччĕ виçсе пурнăçлакан çын хутшăнмасăр нимĕнле ырлăх та куç умне пулмасть. Çавăнпа та паянхи обществăра пире хупăрласа тăракан çут çанталăк ыйтăвĕ халăх умне çивĕчрех те çивĕчрех тухса тăрать. Нумай ыйтăва кая хăвармасăр татса памалли те яр уççăнах курăнать. Харпăр хăй пурнăçне тăван тавралăх илемĕшĕн ĕçлессинче ирттерекен çын, ман шутпа, чи пысăк хака тивĕç. Яланах çапла пултăрччĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика