Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕх картишĕнчен пуçланать

27 мая 2017 г.

Шалти тирпейлĕх мĕнлине пĕлес тесен, малтан картишри хăтлăх çине тимлĕх уйăрмалла пулĕ. Орининти "Золушка"  ача садĕнче пулма тÿр  килнĕрен хапха умĕнченех илемлĕхпе тасалăх хуçаланни курăнчĕ. Картишне кĕрсен асамлăх кĕтесне лекнĕн туйăнчĕ, кунта вăл вăхăтра чечек лартнисĕр пуçне  тĕрлĕ япала ăсталаса вырнаçтарнă. Йăлтах килĕшÿллĕ. 

Эпир пынă вăхăтра коллектив картишне хăтлăх кĕртессипе тимлетчĕ, хăшĕ чечек лартать, хăшĕ шăварать. Ача сачĕн ертÿçи Нелли Иванова каланă тăрăх, ку енĕпе вĕсем çулсеренех тăрăшаççĕ, чечек калчисене хăйсем йышлă акса ÿстереççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре ача садĕнчи коллективăн пĕр ушкăнне, Светлана Иванована, Маргарита Блинована, Светлана Карасевана, куратăр. Вĕсем картишне хăтлăх кĕртессипе тимлеççĕ. Кулленхи ĕçре  ачасене пур енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ, тавралăха тирпейлес, йывăç-тĕм, чечек лартса ÿстерес ĕçсемпе паллаштараççĕ.

Р. Илларионова

сăн ÿкерчĕкĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика