Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем - Раççей ăмăртăвĕнче

27 мая 2017 г.

Майăн 22-24-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕревпе хускану аппарачĕ тĕлĕшĕнчен хавшак çынсен бадминтон енĕпе Раççей кубокĕн иккĕмĕш тапхăрĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăмăртăва Раççейри 14 регионти чи вăйлă спортсменсем хутшăннă. Вĕсен йышĕнче - коляскăпа куçса çÿрекен 20 спортсмен та.

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ хулисен тата Муркаш районĕн спортсменĕсем пулнă.

Пирĕн районта пурăнакан Илья Паргеевпа Алексей Ефимов çак ăмăртура Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме тивĕçнĕ. Ăмăртура выляттарнă наградăсен 16 комплекчĕн медалĕсене çĕнсе илессишĕн иртнĕ хĕрÿ вăйăсенче вĕсем лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Хире-хирĕç пĕршер çын вылякан тата хире-хирĕç мăшăрăн вылякан ăмăртусенче Илья икĕ 1-мĕш вырăн (сăн ÿкерчĕкре варринчи), Алексей икĕ 3-мĕш вырăн (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри) çĕнсе илме пултарнă.

Çак ăмăртури çитĕнÿсем малашне çÿллĕрех шайри ăмăртусене хутшăнма çул уçаççĕ.

Каламалла, Алексейпа Илья иккĕшĕ те хальхи вăхăтра Раççейĕн пĕрлештернĕ резерв командине кĕме пултарнă. Çитес вăхăтра вĕсем черетлĕ ăмăртăва хутшăнма Саратов хулине тухса кайĕç. Спортсменсене ăнăçу сунатпăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика