Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллисене - анлă çул

27 мая 2017 г.

Юлашки çулсенче предприниматель ĕçĕ аталанса пынине, вĕсен йышĕ ÿссе пынине куратпăр. Правительство шайĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна тĕрев парассипе те чылай тимлеççĕ. Вĕсем валли тĕрлĕ программа ĕçлет, субсиди, грант уйăраççĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство сфери производство калăпăшне ÿстерме кăна мар, çĕнĕ ĕç вырăнĕсене те йĕркелеме май парать. Пуçаруллă предпринимательсем районти тĕрлĕ мероприятие ирттерме те пулăшаççĕ.

Район администрацийĕн экономика пайĕ пĕлтернипе 2017 çулхи 1-мĕш квартал кăтартăвĕ тăрăх, пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем вырăнти бюджета 11126,3 пин тенкĕ чухлĕ налук тÿленĕ. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем тĕп капитала 18584,0 пин тенкĕлĕх инвестици хывнă.

"Экономическое развитие   и инновационная экономика Моргаушского района Чувашской Республики на 2014 - 2020 годы" муниципалитет программине вăя кĕртес тĕлĕшпе район бюджетĕнчен предпринимательствăри пуçаруллă субъектсене - конкурс çĕнтерÿçисене - кăçалтан 300 пин тенкĕлĕх грант уйăрса пулăшу пама пăхнă. Асăннă субсиди пирки тĕплĕнрех каярахпа пĕлтерĕç.

Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕ тĕрлĕ апат-çимĕç сĕнет.

Р. Илларионова.          

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика