Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнир - «Ядринмолоко» парнисемшĕн

27 мая 2017 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Етĕрне хулинчи «Присурье» ФСК спорт залĕнче «Ядринмолоко» парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсемпе яшсен регионсем хушшинчи дзюдо турнирĕ иртрĕ. Майăн 20-мĕшĕнче татами çинче Атăлçи округĕнчи 6 регионти спортсменсем тĕл пулчĕç.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Патшалăх строительствин, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ Н. Малов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ И. Головин, «Ядринмолоко» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ С. Токсубаев, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Софронов, Чăваш Республикин дзюдо федерацийĕн вице-президенчĕ Ю. Алексеев хутшăнчĕç.

Турнира хутшăнакансене вĕсем сывлăх, вĕренÿре ăнăçу сунчĕç, тивĕçлĕ кĕрешÿсенче çĕнтерме сĕнчĕç.

Кĕрешÿсем вара икĕ ÿсĕмре иртрĕç: 1998 - 2000 çулсенче çуралнисем - юниорсем тата 2001-2003 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем. Турнира Киров, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчен, Мари Эл, Тутар тата Чăваш Республикисенчен пурĕ 200 ытла спортсмен хутшăннă. Пур çĕнтерÿçĕ тата малти вырăна йышăннисем грамотăсемпе медальсене, çавăн пекех «Ядринмолоко» туса кăларнă продукцие тивĕçнĕ.

Турнира хутшăннисем те, куракансем те «Ядринмолоко» пĕрлешĕвĕн «Наши коровы» логотипа палăртакан пуканесем патĕнче сăн ÿкерчĕксем туса хавхаланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика