Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçи тивĕçлĕ шайра пултăр

27 мая 2017 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи май уйăхĕнчи 11 указĕ çыннăн пурнăç пахалăхне ÿстерессипе тÿрремĕнех çыхăннă. Вăл хут çинче кăна çырăнман, тапхăрăн-тапхăрăн вăя кĕрсе пынине статистика кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Указсене йышăнни граждансем умĕнчи пысăк яваплăх шутланать, тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр хушăва пурнăçласси тĕп вырăнта тăрать.

Указсем вăя кĕрсе пынине çынсем тÿрремĕнех туйма пултарни кăна - тивĕçлĕ хак. Харпăр хăй ĕçне пуçарасси, авариллĕ çурт-йĕртен хăтлă хваттере куçарасси, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илесси çăмăлланчĕ, ачана шкулчченхи вĕренÿ учрежденине вырнаçтарнă чухне те малтанхи йывăрлăхсем палăрмаççĕ. МФЦ ĕçлени те çынсемшĕн питех те меллĕ. Пурнăç пахалăхĕ ÿснине хулари те, ялти те туймалла.

Çĕршыв пуçлăхĕн хушăвĕ республикăра япăх мар пурнăçланать. Район шайĕнчи ĕç-хĕлпе те тĕплĕнрех паллашас тĕлĕшпе район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçинчен Рената Ананьевăран хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм:

- Çĕршыв пуçлăхĕ пирĕн ума питех те пысăк задача лартрĕ, ăна пирĕн пурнăçласа пымалла, çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе çыхăннă указсене, вăл шутра шалу шайне ÿстерессине те, вăя кĕртмелле. Вĕсене йышăннăранпа район шайĕнче те ырă улшăну палăрма пуçлани курăнать. Майĕнчи указсене вăя кĕртессипе "çул-йĕр карттине" тунă.                                                                            

- Çын укçине шутлама хушмаççĕ-ха, çапах та хăш-пĕр сферăн ĕç укçи калăпăшне пĕлес килет;

- Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассинче, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан педагогсен сферинчи тÿлеве саплаштарасси республика бюджетĕнчен пурнăçланса пырать. Статистика отчетĕнчен çакă курăнать: 2017 çулхи пĕрремĕш кварталти кăтарту тăрăх, пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассинче вăй хуракан педагогсен вăтам шалăвĕ 20416,6 тенкĕпе танлашать. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогсен вăтам ĕç укçи 18104,1 тенкĕпе танлашать. Çапла вара ку отрасльти педагогсен шалăвĕ пирĕн район шайĕпе йышăннă "çул-йĕр карттинчи" кăтартуран пĕчĕк мар.

Ачасене хушма пĕлÿ парассинче вăй хуракансене тÿлесси вара район бюджечĕ урлă пурнăçланса пырать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтарту тăрăх, хушма вĕренÿ педагогĕсен вăтам шалăвĕ - 15608 тенкĕ, вĕренÿпе спорт отраслĕнче тимлекенсен ĕç укçи - 16258 тенкĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн татах ĕçлемелли пур. Хушма вĕренÿ педагогĕсем тĕлĕшпе В. Путин указне пурнăçласа çитерме малтан пăхса хуни çумне район бюджетĕнчен 1428 пин тенкĕ хушма укçа уйăрма палăртнă, çакна депутатсен Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче йышăнса хутăмăр.

Культура сферине финансласси вырăнти бюджетран пурнăçланать, вăл шутра 60 проценчĕ - ял тăрăхĕсен бюджетĕнчен. Кăçалхи 1-мĕш квартал кăтартăвĕ тăрăх, вĕсен шалăвĕ 12743 тенкĕпе танлашать.

Пĕтĕмĕшле илсен, указсене пурнăçлассипе йышăннă "çул-йĕр карттипе" пирĕн район шайлашса пырать. Çак ĕçе епле вăя кĕнине кулленхи тимлĕхре тытатпăр.  

Р. Илларионова  калаçнă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика