Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе йышăнасси, шалу тÿлесси саккунлă пултăр

24 мая 2017 г.

Ĕçлекене ĕçе йышăнасси тата шалу укçи тÿлесси пур чухне та саккун шайĕнче марри пирки уйрăмах юлашки çулсенче ытларах илтме тивет. Шалăва "конвертра" сĕннĕ факт та çук мар. Çак ыйту тавра район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплекс аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Ольга Тимофеева   калаçма кăмăл турĕ.

- Районта пурăнакансен йышĕ пĕчĕк мар, ниçта та ĕçлемен пек курăнакансен хисепĕ еплерех-ши;

- Район территорийĕнче экономикăра вăй хурас ÿсĕмри 18502 çын пурăнать. Ĕçлеме пултарас çулсенчи 4701 çын ниçта та ĕçлеменни курăнать. Паллах, вĕсем ниçта та ĕçлемеççĕ тесе çирĕплетме çук. Вĕсем вăл е ку ĕçре тăрăшаççĕ, ĕç сезонлă та пулма пултарать.

Кăçалхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 900 субъекчĕ ĕçлет. Вăл шутра 148 пĕчĕк предприяти, 84 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 1 вăтам предприяти, 667 индивидуаллă предприниматель. Çак субъектсенче 3830 çын тăрăшать.

   Муркаш район администрацийĕпе Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви районта, пĕтĕмĕшле Чăваш Республикинче те, официаллă мар ĕçлессине чакарас мерăсене вăя кĕртесси пирки килĕшÿ тунă. Экономика пайĕ ĕç хутшăнăвне официаллă йĕркелес ыйтăва яланах тимлĕхре тытать. Маларахри вăхăтра тĕрĕслевсем ирттернĕ май майăн 10-мĕшĕ тĕлне 210 çын ĕç хутшăнăвне саккун шайĕнче йĕркелеме пултарчĕ.

- Çапах та официаллă мар ĕçлессине мĕнле майсемпе чакарма пулать-ха;

- Малашне те эпир район прокуратурин ĕçченĕсемпе вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттерме, ĕç коллективĕсемпе, уйрăм çынсемпе, ĕç паракансемпе тĕл пулса ăнлантару калаçăвĕсем йĕркелеме палăртатпăр. Акă çак кунсенче "Трудясь, бери свое" акци ирттертĕмĕр. Август - сентябрь уйăхĕсенче çак темăна сăнарланă ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне йĕркелесшĕн. Çавăн пекех социологи тĕпчевĕ ирттермелле.

- "Конвертри" шалу пирки мĕн каласа хăварнă пулăттăр;

- Ĕç укçине çапла тÿленине ĕç паракан хăйне меллĕ утăм тесе йышăнать. Вăл налук тÿлессинчен хăтăлас тесе тăрăшать. Ĕçлекенпе тунă килĕшÿре шалăвăн пĕр пайне анчах документра кăтартать. Ытти пайĕ вара официаллă мар тÿлев пулса тухать. "Конвертри" тÿлев официаллă документсенче çырăнмасть. Çавна май организаци çак пайран налукпа ытти тÿлев куçармасть. Çапла туни патшалăха улталани кăна мар, харпăр хăй сотрудникĕн социаллă лару-тăруне кăткăслатни те пулать. Килĕшĕве саккун ыйтнă тăрăх пурнăçласан кăна çын социаллă хÿтлĕхре шутланать.

Чылай чухне вара ĕçлекен çакăн пирки шухăшламасть, уншăн пулсан ĕç укçи вăхăтра килтĕр. Çамрăк чухне тен çакă тивĕçтерет те пулĕ, анчах та умра - пулас пенси тапхăрĕ. Официаллă мар шалу пенси калăпăшĕ çине тÿрремĕнех пырса тивет.

Çÿлерех асăннă категорие кĕрекен çынсем ĕçлеме пултарайманшăн паракан пособие илеймеççĕ. Çурт-йĕр туяннăшăн, вĕренÿпе сиплевшĕн тÿленин налук вычечĕпе, кредит илес йĕркепе те туллин усă кураймаççĕ. Çапла вара ĕç ÿсĕмĕнчи çын шалу укçинчен налук куçайманнипе ыттисемпе пĕр тан праваллă мар çын пек курăнать.

Çÿлерех асăннă чăрмавсемсĕр пуçне çакăн пек тÿлев вырăнти влаç органĕсене çынсен пурнăç условине лайăхлатассинче те чăрмав кÿрет. Çавăн пекех çул-йĕр тăвас, юсас ĕç тата ытти инфраструктурăна йĕркелесси тивĕçлĕ шайра пурнăçланаймасть.

Ĕç укçине саккун шайĕнче тÿлеменнине çынсен пулăшăвĕсĕр тупса палăртма май çук. Унпа çирĕппĕн кĕрешмеллине вара кашниех пĕлсе тăрать. Çакăн пек йĕркесĕрлĕх пирки район администрацийĕнчи "хĕрÿ лини" çине 62-3-41 е 63-2-45 номерсемпе шăнкăравламалла.

Р. Илларионова калаçнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Муркашра "Трудясь, бери свое" акци иртрĕ. Район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи О. Тимофеева тата асăннă пай специалисчĕ           Л. Николаева çынсемпе ăнлантару калаçăвĕ ирттерчĕç. Ĕçлесси саккун шайĕнче кăна пулмаллине, йĕркесĕрлĕх пирки вăхăтра пĕлтермеллине, çакăн пирки çывăх çынсене те асăрхаттармаллине палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика