Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуракасси - 580 çулта

24 мая 2017 г.

Ятманта пурăнакан Романовсен килĕнче интереслĕ документ копийĕ упранать. Альберт Федоровичпа Зоя Алексеевна учитель-ветерансене ăна халĕ Оринин шкулĕнче ĕçлекен кинĕ, ял историйĕпе кăсăкланаканскер, тупса панă.

Ку документ - районти паллă вĕрентекенсенчен пĕри пулнă Михаил Семенович Васильев ал çырăвĕн копийĕ. Ал çырăвне автор "Хуракасси ялĕсен авалхи кун-çулĕ" тесе ят панă. Унта вăл халĕ Çатракасси ял тăрăхне кĕрекен Ятман, Йÿтĕркасси, Çатракасси, Çĕньял Хуракасси, Кашмаш ялĕсене, Хуракасси выççăлкине истори докуменчĕсене чи малтан хăçантарах асăннă пирки калакан ыйтăва тĕпченĕ, ял ячĕсем мĕншĕн тата мĕнле улшăнса пынине те питĕ интереслĕ çырса кăтартнă.

Математика учителĕ пулнăскер, Михаил Семенович хăйĕн тĕпчев ĕçĕнче тăван ен çинчен калакан историлле литературăпа (çав шутра И. Вязов, Е. Ерагин,           С. Михайлов-Янтуш ĕçĕсемпе), архив докуменчĕсемпе, вырăнти топонимикăпа тата ваттисен аса илĕвĕсемпе пĕлсе усă курнă. Чи кăсăкли - автор Хусанти авалхи актсен фондĕнче упранакан пĕр документра Хуракасси ялĕ çинчен 1437 çултах, Хусан ханстви (1438 - 1552) пулса кайиччен пĕр çул малтан, асăннине тупса палăртнă. Унтан та ытларах, Михаил Семенович шучĕпе, "Хуракасси" тесе малтан хальхи Ятман ялне калама пуçланă, çÿлерех асăннă ытти ялсем Хуракасси ялĕсен ушкăнне каярах кĕнĕ. Мĕншĕн автор çак версие тĕпе хурать-ха; Кун çинчен тĕплĕнрех хаçатăн малаллахи номерĕсенчен пĕринче калаçăва тăсăпăр. Вулакансене те хаçата çырса çак калаçăва хутшăнма чĕнсе калатпăр.

Хамăр районти Хуракасси ялĕсен çыннисене вара çак ял ячĕ историре 580 çул каяллах (1437-мĕш çул) пулнă ятпа саламлатпăр.

В. Федоров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика