Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Майĕнчи указсене пурнăçланине тишкерчĕç

24 мая 2017 г.

Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Правительствин çуртĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Чăваш Республикин Физкультура тата спорт министерствин коллегийĕсен пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта асăннă ведомствăри учрежденисемпе организацисен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Пĕрлехи ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче йышăннă 11 Указне пурнăçлани пирки пулчĕ. Палăртса хăвармалла, çак указра 218 хушу, вĕсене 2012 - 2020 çулсенче вăя кĕртсе пымалла.

Михаил Игнатьев, ларăва уçнă май, Владимир Путин сăмахĕсене илсе кăтартрĕ. Вăл каланă тăрăх, иртнĕ çул çыншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сферăсенче - сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, культурăра, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра - ырă улшăну палăрать, Раççей Президенчĕн указĕсене ăнăçлă пурнăçласа пыни курăнать. Вĕсене вăя кĕртнин тĕп тĕллевĕ çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси пулса тăрать.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, республикăра граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Виçĕ çултан аслăраххисене ача сачĕсене вырнаçтарас ыйтăва ăнăçлă татса панă. Шкулчченхи вĕренĕве ачасене явăçтарасси 78 процентпа танлашать. Бюджет сферинче тимлекенсен шалăвне ÿстерме май килнĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх, унчченхи çулхипе танлаштарсан, вĕсен ĕç укçи 3,6 процент чухлĕ хăпарнă.

Патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерессин пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе республикăра МФЦ сетьне йĕркеленĕ. Нумай функциллĕ 29 центрта 250 чÿрече çынсен ыйтăвне татса парать.

Нумай çул пурăнакансен йышĕ ÿссе пырать. Нумай ачаллă çемьесен йышĕ те хăпарнă. Ку пурнăç пахалăхĕ ÿснипе те çыхăннă.

- Лайăх кăтартусене пĕрле ĕçленипе, обществăлла организацисемпе, пуçаруллă граждансемпе пĕрле килĕштерсе тимленипе пурнăçлама май килчĕ, - терĕ вăл.    

Чăваш Республикинче çÿлерех асăннă указсене пурнăçласа пыни çинчен сывлăх сыхлавĕн министрĕ В. Викторов, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю. Исаев, физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Э. Матренина отчет турĕç.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов сывлăх сыхлавĕн патшалăх политикинчи, демографи политикинчи хушăвĕсене пурнăçлани çинче чарăнчĕ. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ те курăмлă самант вăл - çыннăн пурнăç тăршшĕ вăрăмланни. Чăваш Енри иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх, çыннăн вăтам пурнăç тăршшĕ 71,55 çулпа   танлашнă.

Указ кун çути курма пуçланăранпа республикăра пурăнакансен вилеслĕхĕ чакнă. Çавăн пекех пирĕн регион тепĕр самантпа та мала тухма пултарчĕ, анчах çуралнă ачасем вилессин пĕчĕк кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕнче те - малтисен ретĕнче. Владимир Викторов палăртнă тăрăх, вилеслĕхе чакарассин планĕнче çакăн профилактики, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине аталантарасси тăрать.

Диспансеризаци ĕçĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулсерен республикăра пурăнакан 200 пин ытла çын диспансеризаци витĕр тухать. Шел пулин те, ку йышран 27 проценчĕ кăна çирĕп сывлăхлă пулни курăнать, ытти пайĕ вара тĕрлĕ чирпе чирлени палăрать. Çак 73 проценчĕпе шăпах та ытларах ĕçлеççĕ, вилеслĕхе чакарма тăрăшаççĕ.

Иртнĕ çул пысăк технологиллĕ объекта - республикăри онкодиспансерăн хирурги корпусне - тăвассине вĕçлеме май килнĕ. Кунта Чăваш Ен Пуçлăхĕ пысăк тĕрев панине палăртмалла. Çавăн пекех Ядерлă медицина центрне тума пуçланă. Медицинăпа санитарин пĕрремĕш пулăшăвне парассипе ĕçлесси те ÿссе пырать.

2013 çултанпа çĕнĕ йышши 125 ФАП туса лартма май килнĕ, юлашки икĕ çулта çĕнĕ йышши 6 поликлиника уçнă. Ведомство ертÿçи палăртнă тăрăх, шел пулин те, ялсенчи асăннă учрежденисене кадрсемпе туллин тивĕçтерме май килмен. Асăннă ыйтăва çитес вăхăтра татса парас тĕлĕшпе медицина пĕлĕвĕ илсе тухакан çамрăк специалистсемпе малтанласа калаçу ирттернĕ, ĕç вырăнĕсем сĕннĕ. Михаил Васильевич кадрсемпе тивĕçтерессине кĕске вăхăтра татса пама тĕллев лартрĕ, ку йывăрлăх çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессинче чăрмав кÿмелле мар.  

Малашлăх планĕсем те пысăк: медицина организацийĕсен ĕçне федераци шайĕнчи "Перекетлĕ поликлиника" проектăн технологийĕсене вăя кĕртмелле, "Мобильлĕ фельдшер" проекта пурнăçлама пуçăнмалла тата шкулти медицинăна аталантармалла.

Ведомство ертÿçи палăртнă тăрăх, паянхи вăхăтри чи кăткăс ыйтусенчен пĕри - ача çураласси чакни. Çакă 90-мĕш çулсен витĕмĕпе те çыхăннă. Ачана çут тĕнче парнелес ÿсĕмри хĕрарăмсен йышĕ чакса пырать, çакă çитес 8 - 10 çулсенче те палăрĕ. Çавăнпа та çураласси чакнине саплаштарассипе ĕçлеме тивет. Ку вăл - ЭКО тата аборт профилактики.

Ку енĕпе Михаил Игнатьев мĕнпур ведомствăна пĕрле ĕçлеме тĕллев лартрĕ, çамрăксемпе профилактика калаçăвне вăхăтра ирттерни, вырăнлă канашпа пулăшни çемье пахалăхне упрама май парассине палăртрĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 çул тĕлне врачсен шалăвне регионти вăтам кăтартуран 2 хут ÿстерме задача лартрĕ. 2012 çултанпа - май указĕ вăя кĕме тытăннăранпа - Чăваш Енти врачсен тата медицинăн вăтам ĕçченĕсен шалăвĕ 1,4 хут, кĕçĕн персоналăн икĕ хут ытларах ÿснĕ. Çапла вара иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх, медицинăра вăй хуракансен мĕнпур категорийĕн шалăвĕ 6,3 процент ÿснĕ, кăçалхи тăваттăмĕш кварталта та ăна ÿстерме палăртнă.

Черетлĕ отчет вĕренÿ ĕçĕ пирки пулчĕ, унпа Ю. Исаев министр тĕплĕн паллаштарчĕ. Çÿлерех асăннă указсене вăя кĕртме çулсерен республикăра 15 миллиард тенкĕне яхăн уйăраççĕ. Çак сферăра шкулчченхи вĕренĕвĕн кăткăс ыйтăвне ăнăçлă татса панине палăртмалла. Юлашки 5 çулта 45 ача садне çĕнĕрен тунă тата реконструкциленĕ, çавна май ачасем валли 22 пин те 200 хушма вырăн йĕркелеме май килнĕ. Çак çулта татах тепĕр 4 çĕнĕ ача садне тăвассине вĕçлеме палăртнă. Пĕтĕмпе 2020 çул тĕлне татах 11 ача сачĕ реконструкцилеме тата çĕнĕрен тума йышăннă.

Раççей Президенчĕн указĕнче палăртнă вĕренÿ сферинчи актуаллă ыйтусене татса пама юлашки 5 çулта 5 миллиард тенкĕне яхăн хушма укçа уйăрнă. Инвестицисемпе ăнăçлă ĕçленипе 409 шкулта уйрăм юсав ĕçне пурнăçлама май килнĕ.

Михаил Игнатьев ачасемпе çамрăксене аталантарма малашне те ăнăçлă майсем йĕркелемеллине палăртрĕ. Мероприятие хутшăнакансем кадрсемпе тивĕçтерес, педагогсене укçан хавхалантарас, вĕренÿ программисене пурнăçлас ыйтусене хускатрĕç.

Черетлĕ отчетлă доклада физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Э. Матренина тăсрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, сывă пурнăç йĕркине суйлакансен йышĕ ÿссе пырать. Спорт шкулĕсенче вĕренекенсен йышĕ 2012 çултанпа 4 пине яхăн хăпарнă. Массăллă спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2014 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ уйăхсерен Сывлăх кунне ирттерме йышăннă. Çакăнпа усă курса çынсем спорт объекчĕсене тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ. Юлашки çулсенче 50-на яхăн спорт объекчĕ хута янă.

Раççей Президенчĕ 2020 çул тĕлне физкультурăпа тата спортпа туслисен йышне 40 процента çити ÿстерме стратегиллĕ тĕллев лартнă, республика çак задачăна пурнăçланă. ГТО комплексĕ вăя кĕрсе пыни татах та ытларах çынна спорта явăçтарма май парĕ.

Чăваш Республикин тĕрĕслевпе шутлав палатин ертÿçи С. Аристова май указĕсене пурнăçланă вăхăтри тĕрĕслев тапхăрĕсемпе паллаштарчĕ. М. Игнатьев малашне те финанспа усă курнине тĕрĕслесе тăма сĕнчĕ. Чăваш Республикин финанс министрĕ С. Енилина май указĕсене финанспа тивĕçтерни çинче чарăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2012 - 2016 çулсенче асăннă хушăва пурнăçлама 24 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă.

Пĕрлехи ларăва вĕçленĕ май М. Игнатьев влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсене, депутатсен корпусне çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çине тăрса тимлеме сĕнчĕ.

Р. Илларионова.  

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика