Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Юлашки шăнкăрав»: савăнăç та, хумхану та

24 мая 2017 г.

Ĕнер Муркаш районĕнчи пур шкулта та савăнăçлă та хумхануллă уяв мероприятийĕсем иртрĕç: 11-мĕш тата 9-мĕш классемшĕн «юлашки шăнкăрав» янăрарĕ.

Ку вĕренÿ çулĕнче пирĕн районти 163 çамрăк пурнăçăн анлă çулĕ çине тухать, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытса кĕçех вĕсем професси пĕлĕвне илме тытăнĕç.

9-мĕш класран вĕренсе тухакансем кăçал пурĕ 322 ача. Вĕсен те умра экзаменсем, вĕсен те - суйлав: хăшĕсем 10-мĕш класа кайĕç, теприсем вара профессин вăтам пĕлĕвне паракан вĕренÿ учрежденийĕсене çул тытĕç.

Муркашри вăтам шкулта кăçал 48 выпускник. Вĕсене çак кун пĕрремĕш вĕрентекенĕсем, халĕ вĕсемпе сыв пуллашакан класс ертÿçисем В. Хрусталевăпа Е. Исакова, ашшĕ-амăшĕпе кĕçĕнрех классенчи шкул ачисем саламларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ   Р. Тимофеев хăйĕн салам сăмахĕнче çамрăксем çĕршыври чи лайăх шкулсенчен пĕринчен вĕренсе тухнине уйрăммăн палăртрĕ, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунă выпускниксене тата вĕсен вĕрентекенĕсене тав туса республика шайĕнчи наградăсемпе чысларĕ.

Шкул директорĕ Н. Смирнов вара пултаруллă, ăслă-тăнлă, активлă ачасем ÿстернĕшĕн тав сăмахне ашшĕ-амăшне каларĕ. Апла пулсан кун пек хастар çамрăксен пурнăçра пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика