Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчаçă, усă кур

20 мая 2017 г.

Çĕр ĕçченĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттернĕ май кĕçех акнă-лартнă культурăсене пăхса ÿстерессипе тимлеме пуçлĕ. Кунта пĕлмелли, алă айĕнчи хатĕрсемпех вырăнлăрах усă курмалли майсем нумай. Вĕсемпе ăстасем тĕллевлĕ усă кураççĕ, перекетлĕхе ÿстереççĕ. Çакă та пулас тухăçăн çăл куçĕ пулнине шута илсе хамăрăн "Кил тата хушма хуçалăх" кăларăм тĕпелне А. СЕМЕНОВ пахчаçă-агронома чĕнтĕмĕр. Алексей Семеновичăн сĕнĕвĕсем килти хушма хуçалăха тытса пыракансемшĕн вăхăтлă та усăллă пуласса шанатпăр çеç. Пирĕн хăна çапла çирĕплетрĕ хăйĕнпе ирттернĕ кĕске калаçура. Сĕнÿсемпе усă курса пăхăр - уссине тен эсир те курăр.

 

Курăк шывĔ хŸтĔлет

Çĕр ĕçĕнче нумай чух сăтăрçăсемпе е çум курăкĕпе кĕрешме тĕрлĕрен хими им-çамĕпе усă кураççĕ. Пахчара экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç туса илес тĕллевлĕ ял çынни вара вĕсем вырăнне курăк шывĕпе усă курма тăрăшать. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, курăк шывĕ çын организмне сахалрах сăтăр кÿрет. Апла пулин те çак мелпе ĕçлекенсен хăш-пĕр асăрхаттарăва шута илни вырăнлă пулĕ тетĕп. Вĕсем:

- настой хатĕрлемелли шыва 40 градусран ытла вĕри тумалла мар*

- 10 литр препарат пуçне унпа вырăнлăрах усă курма 30 - 40 грамм хура супăнь илмелле*

- шыв хатĕрлеме типĕтнĕ ÿсен-тăрана чĕррисенчен 1,5 - 2 хут сахалрах илмелле*

- вăл е ку лаптăка кил хуçин курăк шывĕпе çу каçа 2 - 3 хутчен 3 - 7 талăк сиктерсе пĕрĕхмелле*

- йăрансене ирхине, сывлăм типнĕ хыççăн е каçхине, сывлăм ÿкиччен пĕрĕхсен аван пулмалла*

- тĕрлĕ им-çама пĕр-пĕринпе вăхăтран вăхăта черетлентерсе тăни усăллăрах.

Усă курнă чух курăк шывĕпе те асăрхануллă пулма ан манăр!

 

Упа нăррине пĔтерет

Кĕçех ăшă вăхăт çитет. Çуллахи ăшă кунсем вара сад-пахчара тĕрлĕрен чир-чĕрпе сăтăрçăна аталанма питех те меллĕ вăхăт пулса тăраççĕ. Вĕсемпе вăхăтлă кĕрешесси - килти хушма хуçалăхра сад-пахча тытакан кашни çыннăн пĕрремĕш тĕллевĕ.

Упа нăрри - çавнашал сăтăрçăсенчен пĕри. Вăхăтра кĕрешмесен çак кăпшанкă ÿсен-тăран тымарĕсене самаях сиенлет. Çавăн пекех вăл тăпрари çимĕçсене те шăтарать. Упа нăрри тĕрлĕ наркăмăша çименрен ăна пĕтерме питех те йывăр. Юлашки вăхăтра çак ĕçре ÿсĕмсем пулчĕç. Хими промышленноçĕ паян ятарлă илĕртмĕш - Медветокс - кăларать.

Асăннă им-çам пахча-çимĕçе, чечексене упа нăрринчен шанчăклă хÿтĕлет. Сăтăрçă ăна юратсах çиет. Пĕр пĕрчĕ (гранула) им-çама çинĕ хыççăн упа нăрри 2 - 3 сехетренех вилет.

Илĕртмĕшпе усă курасси. Йăрансем хушшинче е вĕсем тавра 3 - 4 сантиметр тарăнăш касăсем тумалла. Пĕр пĕчĕк хутаçри илĕртмĕш 10 - 15 метр касă валли çитет. Гранулăсене тип çупа нÿретсен тата лайăхрах. Вĕсене хатĕр касăсене сапса тухмалла та тăпрапа хупласа шăвармалла.

Пĕрчĕсем нÿрĕкпе, шывпа, çумăрпа ирĕлмеççĕ, 21 талăк хăйсен пахалăхне çухатмаççĕ.

Препарат çыншăн та, тăпрари усăллă хурт-кăпшанкăшăн та сиенлĕ пулманни усă курма меллĕ çеç.

 

Удобрени Çук чухне

Удобренипе усă курмасăр тулăх пахча-çимĕç туса илме май çуккине кашни пахчаçă пĕлет. Ялта пурăнакансем минераллă удобренипе те, органикăллипе те анлă усă кураççĕ. Ку лайăх. Анчах пĕр-пĕр кун минераллă тата органика удобренийĕ алă айĕнче пулмасан пахчаçăн мĕн тумалла, ăçта çăлăнăç шырамалла;

Хам опытран кунта пахчаçăсене çакăн пек сĕнÿ паратăп: ун пек чухне вĕлтĕрен шĕвекĕпе усă курма пултаратăр. Ăна çапла хатĕрлемелле: ешĕл вĕлтĕрене тураса витрене тулли тултармалла та унта лĕп шыв ярса пĕр эрне лартмалла.

Усă курас умĕн çак шĕвеке пĕр витре шыва 2 литр хушмалла. Килте хатĕрленĕ удобрени сире валли пулчĕ те.

 

Ытлашши тислĔк усăллă-и?

"Çу хушни пăтта пăсмасть" текен каларăша тĕпе хурса хăшĕ-пĕри пахчана тислĕке çулсерен виçесĕр хывать. Анчах пур культура та çак органика удобренине йышăнмасть, çителĕклĕ кăмăлламасть. Тĕслĕхрен, чĕрĕ тислĕк хывнă лаптăкра кишĕр кукăр-макăр формăллă пулать. Пăрçан çеçки ытлашши ÿссе каять, вăрă час пулмасть. Суханпа хĕрлĕ кăшман та чĕрĕ тислĕк хывнă лаптăка килĕштермеççĕ. Улăмлă чĕрĕ тислĕк хывнă лаптăкра ÿстернĕ çĕр улми вара шатра чирĕпе чирлет.

Çав вăхăтрах хăярпа купăста йăранĕсем çине чĕрĕ тислĕк хывма юрать. Анчах та унăн виçи пĕр тăваткал метр пуçне 6 - 8 килограмран ытла пулмалла мар.

Ытлашши тислĕк хывни пахча çимĕçшĕн сиенлĕ пулни пирки те ан манăр, мĕншĕн тесен кун пек чух вĕсенче нитрат нумай пухăнать.

А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика