Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллисене пулăшаççĕ

20 мая 2017 г.

Паян пуррипе çуккине, ыррипе усаллине çÿтсе явакансем нумай. Анчах лару-тăрăва ырă еннелле улăштарма харпăр хăй тÿпине хывса пуçару тăвас текенсем сахалрах. Çакăн пеккисене çул парас тĕллевпе республикăра пуçаруллисене ытларах хавхалантарас йĕркене пурнăçа кĕртрĕç. Ăна вырăнсенче ырласа йышăнни курăнать.

Иртнĕ кунсенче ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе ялпа хула тăрăхĕсенче, районсен муниципалитечĕсенче пуçару туса общество инфратытăмне аталантармалли проектсене конкурс ирттерсе суйласа илекен комисси ларăвĕ иртнĕ.

Маларах вара - кăçалхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче - ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикин территорийĕн вырăнĕсенче пуçару туса общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен" указ кăларнăччĕ. Унта вырăнсенчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама витĕм кÿрес, муниципалитетсенче пуçару туса бюджетсене укçа-тенкĕпе пуянлатмалли çул-йĕре палăртнăччĕ. Çавăн пекех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата ял-хула тăрăхĕсенче пурăнакансен ĕçлĕ хутшăнăвĕсемпе пуçарăвĕсене вăйлатас тĕллевпе общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртме хушнăччĕ.

Пăр тапранчĕ. Муниципалитетсем ЧР Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи комиссине пурĕ 85 проект тăратнă. Вĕсенчен 84-шне пурнăçа кĕртме çул панă. Кун пеккисен йышĕнче Муркашсен 2 проекчĕ те пур. Вĕсем: Юнкă ял тăрăхĕнчи Юнкă ялĕнче Шкул тăкăрлăкĕнче спортпа сывлăх лапамĕ тăвасси* Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Шуркасси ялĕнчи клуба юсаса çĕнетесси.

Çак ырă хыпар районти ытти пуçаруллă çынсемпе коллективсене те хавхалантарасса шанатпăр. Çакăн пек пулăшупа усă курса кашни ял тăрăхĕнчех пысăк ĕç пурнăçлама май пур. Çавăнпа та çитес çул валли кăçалах ĕçе тытăнмалла.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика