Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă утарçă

20 мая 2017 г.

Муркаш районĕнче пыл хурчĕ усракан нумай. Хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен республикăри агентствăн ертÿçи Геннадий Максимов кашни çулах хĕллехи вăхăтра районта хурт-хăмăр тытакансемпе тĕл пулу ирттерет, кирлĕ сĕнÿсем парать. Районта кашни çулах август уйăхĕнче "Сывлăх пыл хурчĕн çунаттисем çинче" ятпа республика шайĕнчи Пыл уявĕ иртет.

Манăн хамăр районти хурт-хăмăрçă пирки çырса кăтартас килет. Муркашра пурăнакан Иван Тимофеев çитес çул 70 тултарать. Малтанхи вăхăтра вăл автомашинăпа инçе çулсене çÿренĕ. 6 çул каялла пыл хурчĕсем ĕрчетме пуçланă.

Ĕç çынна илем кÿрет тенĕрен çакна палăртас килет. Вĕсен килĕ патне çитеспе çырма пулнă. Вăл ăна тикĕслесе чул сарса çул тунă. Муркаш ялĕ район центрĕ пулсан та пур урамра асфальт сарнă çул çук.

Мана Иван Алексеевич ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Пыл хурчĕсен çемйисене уйрăм картана вырнаçтарнă. Кунта кĕрсен тирпейлĕхе курса тĕлĕнтĕм, пурте хăй вырăнĕнче. Карас рамисене упрамалли пÿлĕмре те пултăмăр. Кунта унăн сивĕтмĕш те пур. Унта вăл кĕве ернĕ чирлĕ рамăсене сиплет, чир-чĕртен тасатать. Çиллĕ çанталăкра пăхмалли куçарса çÿремелли хÿтлĕх те пур.

Иван Алексеевич вĕллесене хăй ăсталать, хăйне валли кăна мар, çынсем валли те. Вĕллесем икĕ хутлă, вĕсен хушшисене пенопласт хурать. Хурт-хăмăр çемйисене вăл хĕл кунĕнче те тултах хĕл каçарать. Мĕншĕн тесен кашни вĕллине çын пурăнмалли çурт евĕр тĕплĕн ăсталанă. Унран вĕренмелли питĕ нумай. Иван Алексеевич патĕнче пулса курнă çын тирпейлĕхе вĕренет.

Унпа хăйĕнпе калаçатăп. "Иртнĕ çул майăн 1-мĕшĕнче вĕллесене сушсемпе тата çаптарнă карассемпе тултарса çитернĕччĕ. Анчах та кăçал çанталăк сивĕрех тăнă пирки майăн 9-мĕшĕ тĕлне те лартса çитермен-ха. Пыл хурчĕсем хĕле лайăх чăтнă. 2 сăрăллă çемье пулнăччĕ. Вĕсене çĕнĕрен хурт амисем лартса патăм", - тесе палăртрĕ вăл хăйĕн шухăшне.

Анчах ĕçлеме пуçланă пулсан та, ун пек пултаруллă хурт-хăмăр ăсти питĕ сахал. Иван Алексеевич кăçал та пыл сахал илессĕн туйăнмасть. Унăн вĕллисем те вуншарăн шутланаççĕ.

Ун патĕнче пулса курнăшăн эпĕ хама телейлĕ шутлатăп. Эсир те кайса курăр, ÿкĕнмелле пулмĕ.              

Илья Яковлев.

Хурăнкасси ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика