Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче инкек ан пултăр

20 мая 2017 г.

«Вашават водитель, хăвăртлăха чакар». Майăн 16-мĕшĕнче Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн районти уйрăмĕпе Муркаш шкулĕнчи çамрăк инспекторсем шăпах çак ятпа ятарлă акци ирттерчĕç.

Çак кун вĕсем пурĕ 30 водителе çул-йĕр çинчи хăвăртлăха йĕркепе килĕшÿллĕн тытса пымаллине, çул урлă каçмалли вырăнсенче çуран çÿрекенсене çул памаллине тепĕр хут аса илтерчĕç. Пур водителе те ятарласа хатĕрленĕ буклетсем салатса пачĕç.

Çав кунах Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн районти инспекторĕсем шкул автобусĕн водителĕсемпе те асăрхаттару калаçăвĕ ирттерчĕç. Ачасене автобуспа турттармалли йĕркене РФ Правительствин 2013 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи 1177 номерлĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Çавăнта палăртнă йĕркене водительсене çирĕп пăхăнма ыйтрĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Сăн ÿкерчĕкре: Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕпе Сергей Ивановпа çамрăк инспекторсем акци вăхăтĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика