Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыслăн ирттертĕмĕр

20 мая 2017 г.

Йÿçкасси ял тăрăхĕнче Аслă Çĕнтерÿ уявне чыслăн ирттертĕмĕр. Çак мероприятие йĕркелессинче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, Йÿçкасси шкулĕн ертÿçи Юрий Семенович Яковлев пысăк тÿпе хыврĕ.   Пирĕн ял тăрăхĕнчен вăрçă хирне 746 çын тухса кайнă, 445-шĕ тăван кил-йыша çаврăнса çитме пултарайман. Халĕ вара пирĕн ял тăрăхĕнче икĕ ветеран кăна юлчĕ, вĕсен те çулĕсем сумлă.  

Уява вырăнти шкулта йĕркелеме тиврĕ. "Вилĕмсĕр полк" акцие те унта ирттертĕмĕр, çамрăксем те, аслă çулхисем те йышлăн хутшăнчĕç. Мероприятие килнĕ пысăк йыша Юрий Семенович чыслăн кĕтсе илчĕ. Çавăнпа та ăна пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Вăл çак шкулта 20 çул ытла тăрăшать. Унăн тата коллективăн ĕçĕ-хĕлĕ яланах ăнса пытăр.

Илья Яковлев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика