Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрегатсем - çĕр улми пуссинче

20 мая 2017 г.

Хуçалăхсем паян ытларах тырă-пулă акассипе тимлеççĕ пулсан, малашлăха пăхакансем ытти ял хуçалăх культурисем пирки те манмаççĕ. Çакă "Ударник" ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче пулсан та куç умĕнчен каймасть. Иртнĕ кунсенче йÿçкассисем пĕр йыша пухăнса "иккĕмĕш çăкăр" лартма тухрĕç. Ĕçсем епле пынипе паллашма çĕр улми лартакансем патĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та пулса курчĕ (сăн ÿкерчĕкре).

Аталану çулĕпе пыракан çĕр ĕçченĕ çанталăк условийĕсене пăхмасăрах ума лартнă çурхи уй-хир ĕçĕсен планне вăхăтра та туллин пурнăçлассишĕн вăй хурать. Çакна "Ударник" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕр улми лартма тухнинчен те куратпăр. Районĕпе "иккĕмĕш çăкăр" 400 гектар йышăнмалла пулсан, асăннă хуçалăхра вăл кăçал 200 гектар пулать. Техника пур, ĕçлекенсем çитеççĕ, паха вăрлăх янтă.

"Иккĕмĕш çăкăр" лартас ĕç паян "Ударник" хуçалăхра - тĕп вырăнта.

Çав вăхăтрах районта çур аки те сарăлсах пырать. Ĕнерхи куна тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене районĕпе тăватă пин гектара яхăн акнă. Ку вăл мĕн палăртнин çуррине çитеймест-ха. Çав вăхăтрах А. Пихтеровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, КМК "Агро" обществăра, "Свобода", "Восток", Е. Андреев яч. хис., "Герой" кооперативсенче ака агрегачĕсене юлашки гектарсем çине те кăлараççĕ ĕнтĕ.

Ытти хуçалăхра та ака ĕçĕсем кунсерен сарăлса, вăй илсе пыраççĕ.

А. БЕЛОВ.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика