Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхаттару

13 мая 2017 г.

Велосипед  ан çухалтăр

Чăваш Республикин территорийĕнче кашни эрнерех ăçта та пулин велосипед çухалнă тĕслĕхсене регистрацилеççĕ. Кун пек фактсем пирĕн районта та пур. Апрелĕн 30-мĕшĕнче шалти ĕçсен пайне Ярославка ялĕнчен велосипед çухални çинчен пĕлтерчĕç. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн велосипеда çав ялта пурăнакан çын вăрлани палăрчĕ. Ку фактпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесен велосипедсене урамра, кил картишĕсенче е подъездра пăрахса ан хăварăр. Велосипеда хăвармалла пулсан ăна трослă çăрапа çаклатăр. Ачăрсене ют велосипеда тытмалла маррине çирĕп ăнлантарăр, унсăрăн саккуна пăсни патне çитсе тухма пулать.

Пулла - вăлтапа кăна

Апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен Чăваш Республикин территорийĕнче пулă тытас йĕркере хăш-пĕр чикĕлевсем пур. Ăна Раççей Ял хуçалăх министерствин 2014 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи 453 номерлĕ "Об утверждении правил рыболовства для волжско-каспийского рыбохозяйственного бассейна" хушăвĕпе çирĕплетнĕ.

Хушупа килĕшÿллĕн çак вăхăтра пулла вăлтапа кăна тытма юрать. Леска çинче икĕ вăлта йĕппинчен ытла пулмалла мар. Пулă тытмалли урăх хатĕрпе, япаласемпе, сĕрекепе, кимĕпе усă курма юрамасть.

Çапла Йÿçкасси ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкассинче Ф. гражданина тытса чарнă. Вăл сĕрекепе усă курса пулă тытнă. Халĕ çак çынна уголовлă явап тыттарасси пирки ĕç пырать.

Каласа хăваратпăр, асăннă тапхăрта пулă тытмалли йĕркене пăснă çынсене Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 8.37 статйин 2 пайĕнче пăхса хунипе е Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 256 статйинче пăхса хунипе килĕшÿллĕн айăплаççĕ. Çавăнпа та саккуна, йĕркене пăхăннине нимĕн те çитмест.

В. Бирюков,

шалти ĕçсен районти пайĕн

уйрăм пуçлăхĕ.

 

Ют çынна  пÿрте ан кĕртĕр

Хальхи вăхăтра çынна тĕрлĕ майпа улталани пирки тăтăшах илтме пулать. Ултавçăсем кашни кун çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шутласа тупаççĕ. Ултавçă аллине çакланас мар тесен, ултавçа хăйĕн шухăшне пурнăçлама парас мар тесен, мĕн тумалла-ха;

Пĕрремĕшĕнчен, ултавçăсем хăйсене ытти çынпа мĕнле тытни, мĕнле суйни пирки пĕлмелле. Ултавçăсен схемисем ытларах чухне çапла: е сирĕн тăван инкеке лекнĕ, е сире пур социаллă çăмăллăхпа та тивĕçтермеççĕ иккен, е эсир пысăк тупăш выляса илнĕ, анчах та ăна алла иличчен пĕр-пĕр тÿлев хывмалла, е сире йÿнĕ хакпа пур чир-чĕртен те сиплекен "асамлă" препарат сĕнеççĕ... Çавăнпа та сирĕн тăвану инкеке лекнĕ, ăна çăлма сахал мар укçа кирли пирки шăнкăравласа калаççĕ пулсан, ан ĕненĕр. Вĕсемпе ан калаçăр, тăвану патне шăнкăравлăр.

Ултавçăсем çынпа е ытла вашават калаçаççĕ, е - ытла тÿрккес. Çапла калаçни тепĕр çынна çухатса ярасси çине шанаççĕ вĕсем. Калаçура харпăр хăйĕн даннăйĕсем, пурлăх çинчен ыйтсан, нихăçан та никама та нимĕн те ан калăр. Калаçура юридици ăнлавĕсемпе е ытти йывăр информаципе усă кураççĕ пулсан та ан калаçăр.

Ют çынна, унăн аллинче темĕнле документ е удостоверени пулсан та, нихăçан та пÿрте ан кĕртĕр, урамра калаçăр.

Нимĕнле малтанхи тÿлевсем те ан хывăр, банк картти çинчи укçана ниçта та ан куçарăр. Ултавçăсем нумай чух хăйсене банк представителĕ тесе пĕлтереççĕ те, эсир суя сăмаха ĕненнине пула хăвăрăн укçана çухататăр. Банк карттин даннăйĕсене, счет номерне никама та ан калăр. Асра тытăр: банк учрежденийĕсен сотрудникĕсем счет реквизичĕсене телефонпа шăнкăравласа ыйтмаççĕ.

Яланах тимлĕ те асăрхануллă пулăр.

С. ЕГОРОВ,

шалти ĕçсен Муркаш районĕнчи пайĕн оперуполномоченнăйĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика