Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профессире - ăнсăртран мар

13 мая 2017 г.

Сăн ÿкерчĕкре эсир Муркашри тĕп больницăра вăй хуракан Галина Викторовăна куратăр. Галина Николаевна - операци медицина сестри. 1998 çулта çак больницăна ĕçлеме килнĕскер малтанхи виçĕ çул поликлиникăри сурансене сиплесе çыхса яракан пÿлĕмре тимлет. Хыççăн вара ăна операци медицина сестри пулма шанаççĕ. Çавăнтанпа хирурги уйрăмĕнче тăрăшать те вăл.

- Шкул пĕтернĕ хыççăн санитаркăра ĕçлеме те тÿр килнĕ. Унта çак ĕçе курса килĕштернĕ. Каярах вара медучилищĕрен те вĕренсе тухрăм. Хирурги уйрăмĕнче çынна тĕрлĕ операци тăваççĕ: çыннисем те тĕрлĕрен, кашни хирург та хăйне май ĕçлет. Пĕтĕмпех ăнланса яланах коллективра килĕштерсе ĕçлеме тăрăшатпăр. Медсестра ĕçне суйласа илнĕшĕн нихăçан та ÿкĕнсе калаçмастăп - ĕçе юратса пурнăçлатăп, - каласа парать Галина Николаевна.

Медицинăри пултарулăхĕ вара унăн ача чухнех палăрма тытăннă: пĕчĕк Галина вылямалла тесе кушакăн урисене бинтпа чĕркесе «сиплеме» килĕштернĕ иккен. Апла вăл - профессире ăнсăртран лекнĕ çын мар.

Хирурги уйрăмĕн ертÿçи Николай Григорьев та Галина Николаевна пирки ырă сăмах кăна калать: «Хушнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлать, вашават, пуçаруллă. Çамрăк медсестрасемшĕн - тĕслĕх вырăннех. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет», - тет вăл.

Ертÿçĕн сăмахĕсене çак кунсенче Галина Николаевна тивĕçнĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамоти те çирĕплетет: «нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» тесе çырнă унта.  

Галинăпа пĕрле операци медицина сестринче Светлана Алексеева, Валентина Алексеева, Татьяна Николаева тата Алина Бычкова ĕçлеççĕ. Вĕсене тата ытти пур ĕçтешне професси уявĕпе саламласа Галина чи малтанах çирĕп сывлăх сунать.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика