Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерÿ кунне Муркашра уявланă пирки хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ

13 мая 2017 г.

Александр ФЕДОТОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

- Тăван енре - Муркаш тăрăхĕнче - пулма яланах хавас. Чăннипех те маттур, ĕçчен халăх пурăнать пирĕн тăрăхра. Муркашсем пур енĕпе те маттур. Ăнсăртран мар ĕнтĕ Муркаш çĕрĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Совет Союзĕн Геройĕсене пилĕк çынна тата Мухтав орденĕн тулли кавалерне çуратнă.

Паянхи уяв мероприятине хаваспах хутшăнтăм. Программа аван, уява тĕплĕ хатĕрленни палăрать. Аслă Çĕнтерÿ уявне çакăн пек çÿллĕ шайра ирттерни уйрăмах çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Хамăрăн аттесемпе аннесен, асаттесемпе асаннесен, ват асаттесемпе ват асаннесен паттăрлăхне нихăçан та манма юрамасть. Эпир пĕр шухăшлă, пĕр тĕллевлĕ пулнипе хăватлă. Тĕнчери паянхи лăпкă мар лару-тăру та пире çапла пулма хушать.

Сергей Павлов, район прокурорĕ:

- Ветерансен, вĕсен тăлăх мăшăрĕсен тата тыл ĕçченĕсен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси прокуратура органĕн приоритетлă ĕçĕсенчен пĕри шутланать. Асăннă категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, социаллă тата пенси прависене хÿтĕлесси уйрăм тимлĕхре тăрать.

1941 - 1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене район территорийĕнче палăксем лартса парас тĕлĕшри ĕç-хĕле аякра хăвармастпăр. Прокуратура тĕрĕслевĕ тăрăх асăннă сферăра асăрхаттарусем те пулнă.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ уйрăм уяв шутланать, вăл пĕр хушăрах савăнăçлă та, хурлăхлă та. Йывăр сурансем вара нихăçан та сипленеймĕç. Çак кун чĕррисене чыслатпăр, пуç хунисене аса илетпĕр, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассине тÿпе хывнисене, пире мирлĕ пурнăç парнеленисене саламлатпăр.      

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика