Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур çемьесене чысларĕç

13 мая 2017 г.

Çемье - общество ячейкки тесе ахаль каламаççĕ. Юрату та, тăнăç пурнăç та, килĕшÿ те пĕтĕмпех çемьерен пуçланать. Çирĕп çемье - районпа республика, çĕршыв тĕрекĕ.

Майăн 15-мĕшĕнче эпир Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă таватпăр. Республикăра кăçал ирттерекен Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕнче вара маттур çемьесене палăртмасăр-чысламасăр епле-ха тата; Çемье кунне халалланă савăнăçлă уява муркашсем майăн 11-мĕшĕнче районти Культура çуртне пуçтарăнчĕç.

"Наци тата культура йăли-йĕркине сыхласа хăварасси тата малалла тăсасси: амăшĕнчен хĕрне, ашшĕнчен ывăлне". Çак ятпа Муркаш районĕнчи çемьесем пирки каласа паракан республика выставки ĕçлерĕ. Унта вара пĕрлехи çемье пурнăçĕн чи савăнăçлă та асра юлмалли саманчĕсемпе паллашма май пулчĕ.

Çемьесене уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, республикăри "Союз женщин Чувашии" общество организацийĕн правленийĕн членĕ Татьяна Евдокимова, асăннă организацин районти канашĕн председателĕ Лилия Тарасова саламларĕç, çемье ăшшине сыхласа килĕштерсе пурăнма, çемьери ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерме ăнăçусем сунчĕç, хăйсен пĕрлехи çемье юбилейĕсене паллă тăвакансене тав сăмахĕ каласа уявпа саламларĕç.

Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх, районта çак вăхăта 5150 çемье шутланать. Çав шутра нумай ачаллă çемьесем 529. Пурте вĕсем патшалăх çемьесене туса паракан çăмăллăх, пулăшу мелĕсемпе туллин усă кураççĕ. Вăл шутра ача амăшĕн Раççей шайĕнчи тата республика сертификачĕсене те тивĕçеççĕ, виçĕ ачаллă çемьесене тÿлевсĕр майпа çĕр участокĕсем те уйăрса параççĕ. Кунсăр пуçне пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене патшалăх шучĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе те тивĕçтерме пăхса хунă. Ку мелпе иртнĕ çул районти икĕ çемье усă курнă. Кăçал та кун пек çемьесем иккĕ пулĕç.

Мероприяти çемье çавăрса пурăнма тытăннин юбилейне паллă тăвакансемшĕн те асра юлĕ. Кун пеккисене Ростислав Николаевич Тав çырăвĕсем парса чысларĕ, çемьесенче яланах çемье ăшшине, юратăва сыхласа пурăнма сĕнчĕ.

Чăваш Республикинчи "Союз женщин Чувашии" общество организацийĕн правленийĕн членĕ Татьяна Евдокимова та уяв мероприятине Муркаша пушă алăпа килмен. Татьяна Львовна республикăри хĕрарăмсен союзĕн районти канашĕн чи активлă членĕсене Чăваш Республикинчи "Союз женщин Чувашии" общество организацийĕн Хисеп грамотисене парса саламларĕ, хĕрарăмсен союзĕ туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, хĕрарăмсем çемьере кăна мар, общество пурнăçĕнче те яланах активлăхпа палăрса тăни пирки каларĕ.

Куçса çÿрекен выставка ĕçне активлă хутшăннисене вара республикăри хĕрарăмсен союзĕн районти канашĕн председателĕ Лилия Тарасова тав турĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн Тав çырăвĕсене пачĕ, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культурине, çемье хаклăлăхĕсене сыхласа упрассипе ăнăçусем сунчĕ.

Уяв мероприятийĕнче "Манăн асамлă атте-анне" конкурс çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Мероприяти Чăваш патшалăх академи симфони капеллин концерчĕпе вĕçленчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕкре эсир Ильинка ял тăрăхĕнчи Кив Шоккăн ялĕнче пурăнакан Нинель Владимировнăпа Олег Леонидович Бычковсене куратăр. Икĕ ача ашшĕ-амăшне уяв мероприятийĕнче кĕмĕл туйпа - çемье çавăрнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа - саламларĕç.  

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика