Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ калаçтарать

15 апреля 2017 г.

Ку шăнкăрав Оринин ял тăрăхĕнчи Атапай ялĕнче пурăнакан çынран. Акă мĕн каласа парать вăл. "Район хаçачĕн апрелĕн 12-мĕшĕнчи номерĕнче Муркаш районĕнче ял çыннисенчен сĕте пĕр килограмне вăтамран 18 - 20 тенкĕпе йышăнаççĕ тесе çырнăччĕ. Пирĕн патра вара апрелĕн 11-мĕшĕнчен тытăнса пĕр килограмне 17 тенкĕпе кăна туянаççĕ. Кама ĕненмелле;"

Ăнлантарма. Чăннипех те район хаçатĕнче "Сĕт хакĕ пысăкрах" ятпа информаци пичетленнĕччĕ. Ку вăл - Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви панă информаци. Информацире ăнлантарнă тăрăх, çак кунсенче республикипе ял çыннисенчен туянакан сĕт хакĕ вăтамран иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен (15,5 тенкĕ) 24 процент пысăкрах. Унта Муркаш районĕнче сутлăх сĕт хакĕ вăтамран 18 - 20 тенкĕ тесе каланă.

Лару-тăрăва уçăмлатма çийĕнчех Муркаш райпо канашĕн председателĕпе Борис Андреевпа çыхăнтăм. Акă мĕн пĕлтерчĕ Борис Васильевич. Республика Ял хуçалăх министерстви район хаçатĕнче пичетленĕ информаци кивелме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Муркаш райповĕ çак вăхăта пур çĕрте те ял çыннисенчен сĕте пĕр килограмне 17 тенкĕпе туянать.

Ял çыннисенчен сутăн илекен сĕт пахалăхĕ - уйрăм ыйту. Пахалăх тивĕçтермест иккен. Борис Васильевич ăнлантарса панă тăрăх, продукцие хаклăрахпа туянса райпо сĕт туянассипе тăкаклă ĕçлеме ниепле те пултараймасть.

Районта тепĕр райпо та пур вĕт-ха. Мăн Сĕнтĕр райповĕ çынсенчен сĕте мĕн хакпа туяннипе те интересленсе пăхас терĕм. Çийĕнчех Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председателĕпе Людмила Майковăпа çыхăнтăм. Кунта райпо ял çыннисенчен туянакан сĕтĕн пĕр килограмĕшĕн 18 тенкĕ тÿлет иккен. Паян-ыранах сĕт хакне чакарасси пирки Людмила Петровна нимех те шарламарĕ. Ахăртнех апла пулсан кунта ял çыннисенчен туянакан сĕтĕн пахалăхĕ лайăхрах-ши е сĕт пуçтарма каякан расхутсем пĕчĕкрех-ши?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика