Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

15 апреля 2017 г.

Çур аки пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче "Герой" хуçалăхра пуринчен малтан çур акине тухрĕç. "МТЗ-82 тракторсем хире тухмалла пуличчен вăхăта сая ярас мар тесе Алим Андрианов ăсталанă пĕчĕк тракторпа усă курма шутларăмăр. Ăстаçă хăй те хирĕçлемерĕ. Пĕчĕк те çăмăл трактор паян хирте пĕр тикĕссĕн кĕрхи культурăсене апатлантарать", - тет хуçалăх ертÿçи Г. Иванова. Кĕрхи культурăсем кунта 260 га йышăнаççĕ. Çуртрисем 500 га яхăн пулмалла. Вăхăтра апатлантарма 350 га нумай çул ÿсекен курăксем те пур. Çакна валли хуçалăх 100 тонна ытла минераллă удобрени хатĕрленĕ.

 

Призыв пирки

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ В. Казаков ял тăрăхĕсенчи ВУС специалисчĕсемпе çамрăксене çара илес ыйтупа канашлу ирттернĕ. Малтанах Владимир Иванович çурхи призыври çĕнĕлĕхсем пирки каласа панă. Çар комиссарĕ çара каякансен йышĕ çинче те чарăнса тăнă. Муркаш тата Элĕк районĕсенче пурăнакан 79 призывникăн çывăх вăхăтрах çар службине тăмалла. Вăл шутра Муркашсем - 50 яш.

 

Ĕç сыхлавĕ

Республикăра çулсерен ирттерекен ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ ĕçлет. Ку ĕçсенчен пирĕн район та катара юлмасть. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче ĕç сыхлавĕпе маларах ирттернĕ районти конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта районти тĕп больница пĕрремĕш ушкăнпа, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ виççĕмĕш ушкăнпа çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Вĕсем халĕ республика шайĕнчи смотр-конкурсра вăй виçеççĕ. Малашлăха пăхса тăрăшакан ĕç коллективĕсем кунта та ырă ята тивĕçессе шанатпăр.

Ака уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче вара район администрацийĕнче ĕç сыхлавĕпе вĕренсе пĕлÿ ÿстерес кăмăллисемпе вĕрентÿ йĕркелеççĕ.

 

Профилактика кунĕ

Район администрацийĕн право йĕркине пăсассинчен профилактика ĕçĕсем ирттерекен комисси çирĕплетнĕ графикпа кашни ытларикун вырăнсене тухса профилактика кунĕсем ирттерет. Вĕсем маларах вăхăтра Оринин, Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Юнкă, Ярославка ял тăрăхĕсенче иртнĕ те ĕнтĕ. Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче комисси членĕсем Çатракасси ял тăрăхĕнче пулчĕç. Çак кун вĕсем 11 йывăр çемьене çитрĕç, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире учетра тăракан çамрăкпа тĕл пулчĕç. Çавăн пекех ял çыннисемпе пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ăнлантару ирттерчĕç.

А. БЕЛОВ

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика