Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирургĕсем ăста, оборудовани те çĕнĕ

15 апреля 2017 г.

Çынсем каланă пек, хирург пулмах çуралнă Геннадий Огурцовран Александр Григорьев травматолог-хирургăн вĕренмелли пур-ха - вăл хальлĕхе кунта çамрăк специалист шутланать.

Район больницинче хирурги службине лайăх шайра йĕркелени çынсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕçе пĕлсе чунтан парăнса пурнăçлакансем пурри яланах пысăк шанăç парать, хирург пирки калаçнă чух - пушшех те.

Муркаш район тĕп больницин хирурги уйрăмĕн историйĕ кĕске мар, çавăнпах кунта пысăк опыт пухма ĕлкĕрнĕ специалистсем тăрăшаççĕ. Хирургсем кунсерен планланă операцисене те, кая хăвармасăр пурнăçламалли операцисене те яланах пысăк пахалăхпа тăваççĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ 2015 çултан пуçласа хирургсен кăнтăрлахи ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн пирĕн районти хирурги уйрăмне Элĕк районĕнчи çынсене те операцие илсе килеççĕ. Кÿршĕри Мари Эл Республикинче пурăнакансем те Муркаш больницинче сипленме кăмăллаççĕ. Больницăна "районсем хушшинчи" статуса панине калать тĕп врач Николай Кожевников. Вăл хăй те специальноçпа хирург.

Ĕç биографине 1988 çулта çырма пуçланă Юрий Кузнецов хирург, унран 9 çул каярах кунта вăй хума тытăннă Николай Кожевников хирург  - тĕп врач тата 2015 çултанпа хирурги уйрăмне ертсе пыракан Николай Григорьев хирург çĕнĕ оборудованипе кăмăллă.

Унпа пĕрлех хирурги уйрăмĕнче Г. Огурцов, Л. Андреев, В. Данилов, Ю. Кузнецов, А. Григорьев хирургсем вăй хураççĕ. Мăн Сĕнтĕр больницинче çынсене М. Васильев хирург йышăнать. Хирурги уйрăмне 2015 çултанпа Николай Григорьев ăнăçлă ертсе пырать. Унччен ку тивĕçе               Г. Огурцов пурнăçласа нумай тăрăшнă, хăй тавра тĕрлĕ специализациллĕ ăста хирургсене пухса туслă команда йĕркелеме пултарнă.

Хирургсен вăхăта вăраха ямасăр пурнăçламалли операци тĕрлĕрен пулать. Планланă операцисем ытларах чухне сарăлса кайнă юн тымарĕсене, пÿсĕр, ват хăмпине касса илессипе, гинекологипе çыхăннине пĕлтерчĕ уйрăм пуçлăхĕ Николай Григорьев.

Операцисене хальхи вăхăтра лапароскопи мелĕпе ирттереççĕ. Ку, паллах, аван. Шалти органсене операци тума ÿте тăршшĕпе касмаççĕ, пĕр вырăнтан шăтарса пурнăçлаççĕ. Каламалла, больницăра эндоскопи тата реанимаципе анестезиологи службисем лайăх ĕçлени те хирургсене ĕçе пысăк пахалăхпа ирттерме пулăшать.

Больница администрацийĕ юлашки çулсенче çак уйрăмсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерни те çакăнпах çыхăннă: лапароскопи, эндоскопи оборудованийĕ, реанимаци уйрăмĕнчи çынна сывлаттармалли аппарат - нихăшĕ те йÿнĕ мар.

Юсав ĕçĕсене куллен пурнăçлаççĕ. Çывăх вăхăтра лифт та вырăнтан тапранмалла, ку чирлĕ çынсемшĕн те, медицина ĕçченĕсемшĕн те меллĕ пулĕ. Хирурги уйрăмĕнче халĕ 50 койка-вырăн. Пĕлтĕр кунти сĕтел-пукан таврашне пĕтĕмпех çĕннипе улăштарнă.

- Пирĕншĕн талăкăн хăш вăхăчĕ пулни пĕлтерĕшлĕ мар, эпир талăкра 24 сехет ĕçлекен врачсем, - теççĕ хирургсем.

Ĕçĕ вара питĕ пысăк ответлăхлă, хăрушлăхĕ те пур. Такама та операци тума тивет вĕсен: малтанхи çулсенче пулсан М-7 трасса çинчи аварисене лекнисене васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади кунта леçнĕ. Çыннăн юнĕпе аппаланакансен чир-чĕр çаклатас хăрушлăх пĕчĕк мар.

Ĕçе чунне парса пурнăçлакан хирургсем вара шÿтлеме те ăста:

- Эпир урăх нимĕнле ĕçе те кун пек лайăх тума пĕлместпĕр те, яланах тăрăшатпăр, - теççĕ.

- Хирурги уйрăмĕн коллективĕ - йĕркеленсе çитнĕ коллектив. Кунти медсестрасен 85 проценчĕ - аслă категори медицина сестрисем, ыттисем - пĕрремĕш категориллĕ. Ăста хирургсем çамрăксене хăйсен опычĕпе паллаштарса вĕрентсе пыраççĕ. Пирĕн йышра 40 çул ĕçлекен Геннадий Мефодьевич та, "Земство тухтăрĕ" программăпа ĕçлекен Александр Григорьев та пур - ăрусен çыхăнăвĕ татăлмасть. Александр Николаевич пирĕн больницăра программăпа килĕшÿллĕн 5 çул ĕçлесе татнă ĕнтĕ, çывăх малашлăхра та кунтах ĕçлеме шантарать. Медицина ĕçченĕсем хăйсен квалификацине ÿстерсех тăраççĕ, - паллаштарать хирурги уйрăмĕпе тĕп врач.

Дежурствăсене, вăраха каякан операцисене шута илсен, хирургсен пушă вăхăчĕ те çук темелле, анчах та вĕсем ăна та усăллă ирттереççĕ - ыттисене сывă пурнăç йĕркине тытма хистекенсем сăмаха хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ. Николай Ефимович, сăмахран, кунсерен скандинави уттине парăнтарать, Николай Алексеевич теннисла выляма кăмăллать, Леонид Николаевич ишме, йĕлтĕрпе ярăнма килĕштерет... - кашниех сывлăха упрама тăрăшать.

Район больници вара çулсеренех 50 çултан иртнĕ арçынсен волейбол ăмăртăвне ирттерет. Больницăри уйрăмсем хушшинче те спорт ăмăртăвĕсем хаваслă иртеççĕ. Тĕп врач Николай Кожевников тата хирурги уйрăмĕн ертÿçи Николай Григорьев депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем пулнăран коллектива районăн обществăлла пурнăçне активлă явăçтарма тăрăшаççĕ.

Çакăн пек хăвăртлăхпа ĕçлеççĕ пирĕн районти хирургсем, активлă пурнăçпа пурăнаççĕ. Хирургсен хальхи тытăмне пăхсан, çитес вунă çуллăхра муркашсен хирурги пулăшăвне илесси пирки пăшăрханмалла марри куçкĕрет. Пурте ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, вăй-хăватпа пурнăçлаççĕ.

Н. Николаева.

 

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика